25 июля 2009 г.
Пире, чăваш çыннисене, кăçал наци радиовĕ ĕçлеме пуçлани пысăк савăнăç кÿчĕ. Радиопа кунĕпех чăваш сасси янранипе чăвашсен малашлăхĕ курăнать. Чăваш наци радио сасси чи пĕрремĕш хут апрелĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕнче, эфира тухни те вырăнлă пулчĕ. Тăван чĕлхе илемне туйма пулăшакан, халăх культурипе туллин паллаштаракан, Чăваш Енĕн паллă çыннисем çинчен калакан, чăвашсен илемлĕ юрри-кĕввине итлеме май паракан, республика хыпарĕсене тĕплĕн пĕлтерекен наци радиовĕн передачисем пурин кăмăлне те тивĕçтереççех пулĕ. Анчах та радиопа вырăсла калаçни те илтĕнет. Манăн кăна "ытлашши" теес килет. Наци радиовĕпе чăваш сасси кăна янрасан аван пулмалла. Малашлăхра кунти ĕçченсем манăн сĕнĕве ăша хывасса шанас килет.
Чăваш наци радио сассине эпĕ компьютерпа усă курса Интернет урлă Чăваш Республикин Культура министерствин сайтĕнчи "Национальное радио Чувашии" баннера тата пралуксăр радиопа FM 105,0 МГц хум çинче итлетĕп. Çавăн пекех автомашинăпа пынă чух та çав хумпах наци радионе итлеме май пур.
Наци радиовĕн ĕмĕрĕ вăрăм пултăрччĕ. Ăнăçу ăна.