25 июля 2009 г.
Кăçал Белорус республикине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнăранпа 65 çул çитрĕ. Çав ятпа республика Президенчĕ А.Лукашенко официаллă йĕркепе Белорус Республикине хăтарма пулăшнă мĕн пур ветерана хисеплесе чысламашкăн ятарлă медаль кăларма йышăннă.
Пĕлетĕр-и – çак чыслава пирĕн районтан Трапай ялĕнчи Николай Герасимович Миронов, Ачкассинчи Степан Иванович Канцеляровпа Надежда Ивановна Спиридонова, Карăкçырминчи Илья Иванович Максимов, Утаркассинчи Вера Михайловна Петрова, Туктамăшри Максим Иванович Яндрайкин тивĕçнĕ.