25 июля 2009 г.
Пĕр çын пуçне пурăнма кирлĕ минимум 2009 çулхи иккĕмĕш кварталта , пĕрремĕшпе танлаштарсан, 1,1 процент чухлĕ ÿснĕ, 4319 тенкĕпе танлашнă. Урăхла каласан, 46 тенкĕ чухлĕ ÿснĕ. Çапла майпа, ĕçлеме пултаракан çынсемшĕн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе 4639 тенкĕ, пенсионерсемшĕн – 3451, ачасемшĕн 4209 тенкĕ.