25 июля 2009 г.
Утă хатĕрлессипе «Авангард», «Победа», «Асамат», «Телей» хуçалăхсем ĕç планне чылай ирттерсе пурнăçланă. Сенаж хывассипе «Коминтерн», «Победа» кооперативсем, В.Никитин фермер хуçалăхĕ ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Силос янтлассипе «Нива» ЯХПК пуринчен те лайăх ĕçленĕ.
Выльăх апачĕ хатĕрлекенсене вырма тата кĕрхи культурăсене акмалли вăхăт çывхарни те васкама хистет. Тăрăшуллисем кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Уйрăмах атнарсем планпа палăртнине çурри ытла пурнăçланă ĕнтĕ. Ыттисем те майсем тупса тракторсене хире кăларĕç. Анчах «Авангард», В.Никитин фермер хуçалăхĕсем техникăна суха пуç çакман-ха. Кая юлас марччĕ.