29 июля 2009 г.
Маларах ăна районти Культура çурчĕ, кайран Хĕрлĕ Чутайри культура керменĕ теттĕмĕрччĕ, чылайăшĕ кĕскен вырăсла "РДК" тесе те калатчĕ. 2005 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче вара вăл хăйĕн статусне улăштарчĕ, "Ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ" муниципаллă учреждени теме пуçларăмăр. Кăçал çак уйăхăн пуçламăшĕнче, июлĕн 3-мĕшĕнче, район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе вăл автономи учрежденийĕ шутне кĕчĕ. Республикăри хăйсен ĕçтешĕсемпе танлаштарсан, ку ĕçе вĕсем пĕрремĕш пуçăнчĕç. Ытти районсенче хальлĕхе автономи учрежденийĕсем, район хаçат редакцийĕсемсĕр пуçне, çук. Статусĕ улшăнсах пырать пулин те, 1997 çултанпах унăн директорĕ пулса Алексей Иванович Магаськин вăй хурать. Палăртмалла, Алексей Иванович тăрăшнине пула культурăпа кану центрĕ иртнĕ çул чылай çĕнелсе улшăнчĕ: çурт тăрри çĕнĕрен витĕнчĕ, ташламалли залăн урайĕ тата мачча çĕнелчĕ, пурлăхпа техника бази чылай пуянланчĕ...
Çавăн пекех калас пулать, район пуçлăхĕ А.Криков А.Магаськинăн тăрăшулăхне шанса райадминистрацин информаци пайĕ йĕркелесе пынă радио передачисене малалла халăх патне çитерме ăна хушнă. Малтанхи çулсенче радион лицензи пулман, паянхи кун вара культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем ку енĕпе тăрăшаççĕ. Çитес вăхăтра Хĕрлĕ Чутай районĕн радио сасси саламсемпе пĕлтерÿсене, чăваш юррисене тата ыттине те халăх патне çитерĕ.