29 июля 2009 г.
Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçне хатĕрленес тапхăр пырать. Çак уйăхăн пуçламăшĕнчен тытăнса июлĕн 26-мĕшĕччен районти 15 регистратор халăх перепиçне хатĕрленсе пĕрремĕш утăмсем турĕç. Вĕсем ялсенчи мĕн пур çурта çитрĕç, унта миçен пурăннине тĕрĕслерĕç, çавăн пекех малтанласа хатĕрленĕ çуртсен списокĕсене тата халăх пурăнакан вырăнсен схема планĕсене чăн пуррипе танлаштарчĕç.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ хатĕрленÿ тапхăрĕ хыççăн хуралтăсен, пурăнмалли çуртсен хисепĕ тата ялан пурăнакан çынсен малтанласа палăртнă йышĕ çинчен информаци пухаççĕ. Ку кăтартусем 2010 çулхи перепиçе ирттернĕ тапхăрта халăх хисепне туллин шута илме кирлĕ.