АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимсĕрлĕх хакла ларать

29 июля 2009 г.

Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 27 пушар пулнă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 8 тĕслĕх ытларах. Инкекре 1382000 тенкĕлĕх пурлăх çунса кайнă. Вут-çулăмра виçĕ çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.

Ял тăрăхĕсемпе илсен «хĕрлĕ автан» Хĕрлĕ Чутай (6), Атнар (5), Ачкасси (4), Штанаш (4) ял тăрăхĕсенче ытларах алхасни палăрать. Акă, июль уйăхĕнче Туктамăшри Д.В.Чумаковăн утă капанĕ (2 тонна) тивсе илнĕ. Утă мĕнле майпа çунса кайма пултарнине халĕ те тĕпчеççĕ. Серенкассинчи Э.А.Ларина хуçалăхĕнче тăр кăнтăрла мунча çунса кайнă. Кăмака мăрйи юсавсăр пулнăран кил хуçи инкек тÿснĕ.

Çуллахи вăхăтра уйрăмах асăрханулăха çухатмалла мар. Тимсĕрлĕх хакла ларма пултарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика