29 июля 2009 г.
Чăваш Енре «Мăкăнь» акци малалла пырать. Çавна май Федерацин наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, май уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа июль уйăхĕн 9-мĕшĕччен республикăра наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕ тĕлĕшпе 79 преступление шута илнĕ, 68 уголовнăй ĕç пуçарнă, 40 гектар наркотиклă ÿсен-тăран – мăкăнь тата кантăр – тупса палăртнă.
Июнь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Йăлăмкас ялĕнчен инçех мар 900 кантăр тĕмми (5 гектар) асăрханă. Унран наркомансем марихуана хатĕрлеççĕ. Кĕрхи уй-хир ĕçĕсем хыççăн кантăр вăрлăхне кунта ятарласа хăварнă пулĕ тесе шухăшлаççĕ наркополицейскисем. 50 килограмм çак ÿсен-тăрана тĕп тунă.
Июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче Çĕрпÿ район территорийĕнче вара 30 гектар кантăр ÿснĕ вырăн тупса палăртнă. Ÿсен-тăрана çулса тăкма, хыççăн çунтарма хушнă.
Унсăр пуçне Шупашкарти шанăç телефонĕпе (23-01-00) шăнкăравлакансем сахал мар. Наркотĕрĕслевре палăртнă тăрăх, çакă çынсем наркоманипе çыхăннă ыйтăва çывăха илнине пĕлтерет кăна мар, наркотиксем саракан çĕнĕ çăл куçсене тупса палăртма та пулăшать. Сăмахран, нумаях пулмасть уйрăм çын хуçалăхĕнче 30 тĕм мăкăнь туртса илсе тĕп тунă. Çак наркоплантаци çинчен кÿршĕсенчен пĕри шăнкăравласа пĕлтернĕ.
Çамрăксемпе çул çитменнисем те шăнкăравлаççĕ. Тĕслĕхрен, пĕр арçын ача: «Виçĕ çурт урлă пурăнакансем çÿллĕ карта хыçĕнче мăкăнь ÿстереççĕ», – тесе систернĕ. Чăнах та кун хыççăн çав кил хуçисенчен тĕрĕслев 100 тĕм туртса илнĕ.
Ку тĕслĕхсем Шупашкар районĕнче пулнă.
«Мăкăнь» акци октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлĕ. Унăн тĕллевĕ – наркотиклă чĕр тавара тупса палăртасси тата ăна сарассинчен сыхласси.