29 июля 2009 г.
2009 вĕренÿ çулĕнчен пуçласа шкул программине тĕн вĕрентĕвĕ, культури, этики енĕпе çĕнĕ предмет кĕртĕç. Кун пирки Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев çĕршыври тĕп конфессисен ертÿçисемпе тĕл пулнă чухне пĕлтернĕ.
Чи малтанах çак проекта 12 пин шкулта (вĕсенче 256 пин ача ăс пухать) пурнăçласа пăхма йышăннă. Эксперимент пĕтĕмлетĕвĕпе ку предмета тÿрлетÿсем кĕртĕç, ун хыççăн, тен, çĕнĕ дисциплинăна çĕршыври пур вĕренекен те алла илĕ. Чăннипе, çакă 2012 çултан маларах пулаймасть.
Хальлĕхе асăннă проекта тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш класс ачисене явăçтарма йышăннă. Педагогсем уйрăмах 10-11 çулхи ачасем çакăн евĕр ăслăлăха хăвăрт ăнланаççĕ тесе шутлаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕпе вĕренекенсен предметсене хăйсен ирĕкĕпе суйламалла: йăлана кĕнĕ тĕнĕн историйĕпе культура никĕсĕсем (православи тĕнĕ, ислам, иудаизм, буддизм), тĕнчери тĕп тĕнсен историйĕпе культура никĕсĕсем. Нихăш тĕне те суйламан ачасене вара этика никĕсĕпе паллаштарĕç.
Раççей вĕрентÿ министрĕ А.Фурсенко пĕлтернĕ тăрăх, эксперимент çĕршыври 18 регионта иртĕ. Çак йыша пирĕн республика та кĕрет. Хăш-пĕр тăрăхра çĕнĕ предметсене кăçалхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнченех вĕрентме тытăнĕç. Сăмах май, пирĕн республикăри Улатăр хулинчи шкулсенче "Православи культурин никĕсĕсене" 2006 çултанпах вĕрентеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ маларах хирĕçленĕ пулсан – халĕ ку енĕпе чăрмав çук.