АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ятарлă сигналсене вырнаçтарма ирĕк кирлĕ

29 июля 2009 г.

Районти çул-йĕр çинче эпир кунсерен тенĕ пекех çутă тата сасă памалли сигнал, çавăн пекех оперативлă службăсен ятарлă схемине, паллине вырнаçтарнă техникăна куратпăр. Район территорийĕнче кун пек машинăсем шалти ĕçсен пайĕн, тĕп больницăн тата пушар хурал чаçĕн пур. Вĕсем çине кăвак тĕслĕ маяксем вырнаçтарнă, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн машинисен вара вăл хĕрлĕ тата кăвак тĕслĕ. Çÿлерех асăннă машинăсен Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерстви панă ятарлă ирĕк пур.

Транспорт çине ирĕк памасăрах çутă тата сасă памалли сигнал вырнаçтарнă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Ку енĕпе йĕркене пăснă çынсене çакăн пек административлă мерăсем кĕтеççĕ:

- ирĕк çук çĕртех çутă тата сасă сигналĕсене вырнаçтарнă техникăна ертсе пынăшăн РФ КоАП-ĕн тăваттăмĕш пайĕн 12.5 статйипе килĕшÿллĕн айăплаççĕ – пĕр çултан пуçласа çулталăк çурăччен, асăннă хатĕрсене туртса илеççĕ;

- çул çинче пынă чух ирĕк илмесĕрех вырнаçтарнă çÿлерех асăннă хатĕрсемпе усă курнăшăн РФ КоАП-ĕн пиллĕкмĕш пайĕн 12.5 статйипе килĕшÿллĕн çулталăк çурăран пуçласа икĕ çулччен водитель прависĕр хăвараççĕ, çавăн пекех асăннă хатĕрсене туртса илеççĕ;

- саккунсăр майпа оперативлă службăсен машининсен ятарлă схемисене вырнаçтарнă техникăна ертсе пынăшăн çÿлерех РФ КоАП-ĕн асăннă статйин улттăмĕш пайĕпе пĕр çултан пуçласа çулталăк çурăччен водитель прависĕр хăвараççĕ.

РФ Çул-йĕр правилисен 3.2 пункчĕпе килĕшÿллĕн кăвак тĕслĕ çутă тата ятарлă сасă паракан машина çывхарнă чух водительсен ăна çул памалла, чăрмавсăрах иртсе кайма май памалла. Ятарлă схемăллă, хĕрлĕпе кăвак çутă тата сас паракан техникăна та водительсен ирттерсе ямалла, вăл ăсатакан техникăна та çул памалла. Кăвак, хĕрлĕ йăлтăртатса пыракан тата сасă паракан, ятарлă схемăллă е паллăллă транспорт хатĕрĕнчен иртсе кайма юрамасть. Çавăн пекех вĕсем ăсатакан машинăсенчен те иртсе кайма кирлĕ мар. Çак йĕркесене пăхăнмасан административлă явап тыттараççĕ: кăвак çутăллă маяк вырнаçтарнă транспорта ирттерсе яманшăн РФ КоАП-ĕн 12.17 статйин пĕрремĕш пайĕпе асăрхаттараççĕ е штрафлаççĕ; ятарлă схемăллă е паллăллă, кăвак çутă çутнă тата сасă паракан транспорта çул паманшăн водительсене пĕр уйăхран пуçласа виçĕ уйăх таран правасăр хăвараççĕ е штрафлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика