29 июля 2009 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Çак тапхăрта шалти ĕçсен пайĕ преступленисене уçса парассипе тата вĕсене сирсе ярассипе... тĕллевлĕ тимленĕ. Обществăлла йĕркене сыхлассипе, оперативлă лару-тăрăва стабилизацилессипе мероприятисен йĕркеленĕ. Çавăн пекех учетпа регистраци тата статистика дисциплинине çирĕплетессипе хушма мерăсем йышăннă.
Ют пурлăха хапсăнакансем чылай
2009 çулхи ултă уйăх хушшинче район территорийĕнче право йĕркине пăснă тĕслĕхсем нумай пулнă, пурĕ 184 преступление регистрациленĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта 130 çеç пулнă. Куратпăр ĕнтĕ, преступлени шучĕ самаях ÿснĕ, 41,5 процент.
Граждансен харпăрлăхне тата уйрăм çынсене хирĕç право йĕркине пăснипе преступленисем ытларах тунă. Шута илнĕ преступленисен пĕтĕмĕшле хисепĕнчен çурри ытла ют пурлăха хапсăннипе çыхăннă. Обществăлла вырăнта хăйсене йĕркеллĕ тытма пĕлмен çынсем çаплипех пур-ха: пурĕ 12 преступлени тунă, урамра – 1.
Преступленисене уçса парасси ÿснĕ
Шалти ĕçсен пайĕ пĕрремĕш çур çулта преступленисене уçса парассипе тата тĕпчессипе уйрăмах вăй хунă. Преступленисене тăрă шыв çине кăларасси 95,6 процентпа танлашать, ку иртнĕ çулхинчен 4,5 процент пысăк. Вăтам йывăррисен шутне кĕрекен преступленисене уçса парасси те, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 10 процент ÿснĕ.
Пĕлсе тăрсах сывлăха пысăк сиен кÿнипе, пусмăрланипе, улталанипе, хĕненипе тата саккунсăр çаврăнăшри хĕç-пăшалпа çыхăннă, урамра, обществăлла вырăнсенче тунă преступленисене уçса парасси 100 процентпа танлашать. Çаратнипе, вăрланипе çыхăннă ĕçсене уçса парасси те çав процент чухлех.
Шырав ĕçне лайăхлатмалла
Шырав мероприятийĕсен калăпăшĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă пулин те, малашне те çак енĕпе ĕçлессине лайăхлатмалли мерăсене йышăнмалла. Преступниксене тата пĕр хыпарсăр çухалнă граждансене шырассипе те ку пырса тивет.
Следовательсен аллинче 39 уголовнăй ĕç пулнă, вĕсенчен 29-шне вĕçлесе район судне ярса панă. Тĕпчесе пĕлекенсем (дознаватели) 49 уголовнăй ĕçрен 41-шне уçса панă. Палăртмалла: уголовнăй тата процессуаллă саккунпа çирĕплетнĕ вăхăта пăснă уголовнăй ĕçсене тĕпчемен, тепĕр хут тишкерме тавăрса паман.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 93 экономика преступленине тупса палăртнă.
Право йĕркине пăсакансем – пысăк тимлĕхре
Профилактика учетĕнче 202 çын тăрать, вĕсенчен 27-шĕ вăхăтсăр ирĕке тухнисем, 47-шĕ – ирĕкрен хăтарассипе çыхăнман айăплав мерисемпе айăпланнисем, 44-шĕ – çемьепе йăла-йĕрке хутшăнăвĕсен тытăмĕнче право йĕркине пăснисем.
Административлă право йĕркине пăснă 2963 тĕслĕхе тупса палăртнă, 379500 тенкĕлĕх штраф панă. Уйрăмах ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем ку енĕпе аван ĕçленине палăртмалла.
341 хĕç-пăшала регистрациленĕ
Шалти ĕçсен пайĕнче граждан хĕç-пăшалне 341 единица чухлĕ регистрациленĕ. Çак тапхăрта саккунсăр çаврăнăшри хĕç-пăшалпа çыхăннă 2 преступление палăртнă.
Криминаллă лару-тăрăва тишкерсен çакă курăнать: ятарлă ĕçсене пурнăçланă пулин те, оперативлă тата служба ĕçĕ-хĕлĕнче çитменлĕхсем пур-ха. Дежурнăй талăк хушшинчи преступленисене уçса парас ĕçе çĕнетмелле, преступниксене, пĕр хыпарсăр çухалнă граждансене шырассипе активлăха вăйлатмалла. Уйрăм тимлĕхри çынсемпе (подконтрольными лицами) çыхăннă профилактика ĕçĕнче çитменлĕхсене пĕтермелле. Сăмахран, çула çитмен çамрăксем право йĕркине пăсассине асăрхаттарассипе васкавлă мерăсем йышăнмалла, малтан судпа айăпланнисемпе ĕçлессине вăйлатмалла, алкоголь продукцине саккунсăр çаврăнăша кĕртессинчен сыхланмалли ĕçсене пурнăçламалла.