29 июля 2009 г.
Чăваш Республикин патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕн тата ЧР Шалти ĕçсен министерствин хушăвĕсемпе (2009 çул, июлĕн 16- мĕшĕ, 266-одŸ697 ") килĕшÿллĕн, августăн 1-31-мĕшĕсенче республикăра, çавăн пекех районта та, «Трактор» операци иртет.
Патшалăх техника асăрхавĕн тата çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕсем çак профилактикăлла операцие ĕç çи тапхăрĕнче тракторсемпе хăй тĕллĕн çÿрекен ытти техникăсен айăпĕпе çул çинче инкексем ан пулччăр, çын пурнăçĕнче хăрушлăх кăларса ан тăратчăр тесе ирттереççĕ. Трактористсен айăпĕпе те аварисем сахал мар пулаççĕ. Вĕсем ÿсĕрле руль умне лараççĕ, тракторпа удостоверенисĕр çÿреççĕ, патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман техникăпа усă кураççĕ. Тепĕр чухне механизаторсем медицина тĕрĕслевне тăманни те палăрать.
Операци тапхăрĕнче инспекторсем ял тăрăхĕсенчи предприяти-организацисенче пулаççĕ. Çавăн пекех çул çине тухнă тракторсене чарса тĕрĕслеççĕ.
Профилактика мероприятийĕнче трактор тата прицеп тĕрĕслев витĕр тухнине, техникăна регистрацие тăратнине, механизаторăн удостоверени пуррине пăхатпăр. Усă курма юрăхсăр техникăна та регистрацирен кăларатпăр.
Çул çине тухсан асăрханулăх, техника юсавлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа предприяти-организацисенчи специалистсен, харпăр хăй техника тытакансен «хурçă ут» шанчăклăхĕшĕн тăрăшмалла. Йĕркене пăсакансенчен вара çирĕп ыйтаççĕ.