29 июля 2009 г.

Ÿсĕм кашни çын ĕçе пĕлсе, тĕплĕ тунинчен нумай килет. II Хурашашра пурăнакан И.Ф.Кузнецов шăпах çавăн йышшисенчен. Икĕ çул ĕнтĕ «Победа» ЯХПКра инженер пулса ĕçлет. Хуçалăхăн мĕн пур техникишĕн яваплă вăл. Кунти машина-трактор паркĕ кивелсе çитнĕ. Çапах пуçа усмасть инженер, хуçалăх ертÿçипе канашласа техника валли саппас пайсем тупать.
Иван Федорович ял хуçалăхĕнче 1976 çултанпа тăрăшать. Кирек мĕнле техникăпа та ĕçлеме пултарать. Хальхи вăхăтра МТЗ-80 тракторпа утă тĕркемлет. Водитель стажĕ те пысăк унăн. Чăн-чăн çĕр çынни теме пулать ун пирки. Ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать.