29 июля 2009 г.
Автобус çине ларса Шупашкара кайма тухсан, ман çума пĕр хĕр пырса ларчĕ. Шывланнă куçĕсене шăлкаласа, чÿречерен пăхса, аллисемпе сулкаласа вăл хăйĕн кĕçĕн йăмăкĕсемпе сыв пуллашрĕ.
Автобус вырăнтан тапрансан пăлханчăк сăн-питлĕ хĕр манпа çăмăллăнах калаçса кайрĕ. Светăн (ятне улăштарнă) амăшĕ, сывлăхĕ хавшаса пынă май, темиçе çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. Çак çутă тĕнчере пурĕ те 40 çул ытларах кăна пурăннă вăл. Йышлă ачаллă çемье тăлăха юлнă. Çемьери аслă ачисем Шупашкарта аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухаççĕ. Кĕçĕннисем шкулта вĕренеççĕ-ха. «Вĕсем ашшĕпе пĕрле аптăрамĕç-ха», – тесе шутлĕ вулакан. Шел, ашшĕ хăйĕн ачисене пăрахса хăварса тепĕр хĕрарăм патне пурăнма куçнă-мĕн. Арçын та, пĕрле пурăнакан хĕрарăм та ĕçкĕ серепине çакланнă. Амăшĕ вилнĕренпе ачисем ашшĕнчен ăшă сăмахсем илтсех кайман. Укçа-тенкĕ енĕпе те çемьере лару-тăру йывăр. Студентсем лайăх вĕренсе пыраççĕ, çавна май стипенди илни хулара вĕренекенсене кăштах çăмăллăх кÿрет. Ачасем хăйсен ашшĕ киле таврăнасса тем пекех кĕтеççĕ. Унпа пĕрле хĕрарăмĕ килнине те хирĕçлемеççĕ. Ан ĕçчĕр кăна. Кайран, ватăлсан, вĕсене пăхса пурăнма та хирĕç мар.
Амăшĕн йăмăкĕ студентсене çĕр улми, аш-какай, пахча çимĕç, сĕт-турăх парса пулăшать. Акă, Шупашкара кайма пуçтарăннă Светăна вăл каллех тулли сумкăпа ăсатса янă. Кунсăр пуçне пушмак туянмалăх укçа та панă.
Шупашкара çитсен Светăпа ăшшăн сыв пуллашрăмăр. Вăл троллейбус çине ларса куçран çухаличчен пăхса тăтăм ăна. Питĕ шеллес килсе кайрĕ хĕре. Нимле йывăрлăхсене пăхмасăр аслă пĕлÿ илме тапаçланать-çке.
Киле каялла таврăнсан та хĕр каласа пани асăмран тухмарĕ. Ман шутпа, ачасен ашшĕн ăшшине туймаллах.