АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрре улталанă арăм иккĕ улталатех

29 июля 2009 г.

Михаил кăçал виççĕмĕш хут милицие çакланчĕ. Кашнинчех – ÿсĕрпе. Уринчен урине аран ирттерсе утса пырать те урампа – йĕрке хуралçисем тÿрех хул пуççирен ярса тытаççĕ, милици алăкĕнчен тĕнкĕлтеттерсе кĕртеççĕ. Кайран – пысăк штраф.

Михаил милицирен тухрĕ те килелле утрĕ. Хăй шутланă пекех, арăмĕ килте çук. Арçын кравать çине тăсăлса выртрĕ те, кивĕ фуфайкипе витĕнчĕ. Çук, ыйхă килмерĕ пĕрре те, пуçра шухăш хыççăн шухăш çаврăнчĕ.

... «Пĕтнĕ» çын марччĕ Михаил, сăн-питрен те чиперччĕ. Эрех-сăрана уявсенче кăна ĕçнĕ. Токарьте ĕçленĕ май, коллективра хисеплетчĕç, «ылтăн алăллă» тетчĕç.

Арăмне – Верăна – чунтан килĕштеретчĕ. Унпа икĕ ача – ывăлпа хĕр çуратрĕç.

Хăçан пăсăлма пуçларĕ-ши Вера; Çакна Михаил халĕ те аса илеймест. Тен, качча тухсан малтанхи кунсенчех улталанă вăл упăшкине; Çын хушшинче калаçни ун хăлхине ытла та кая юлса кĕчĕ çав, ытла та кая юлса ăнланчĕ вăл арăмĕ хăйне улталаса пурăннине...

Пĕррехинче килне иртерех таврăнма тиврĕ. Пÿрт алăкне уçма тăчĕ – шалта çăра уççи пур. Арăмĕ килтех пулнине туйса алăкран шаккарĕ – уçмарĕ Вера. Вара, мĕнле те пулин инкек пулман-ши тесе, Михаил алăка çĕмĕрсе кĕчĕ. Кравать çинче вăл ÿсĕр Верăпа палламан арçынна курсан тĕлĕннипе ним те калаймарĕ. Вара çаврăнчĕ те Михаил, пÿлĕмрен тухса кайрĕ. Çав каçхине вăл пĕрремĕш хут урăлтаркăçа лекрĕ.

Виçĕ кун калаçмарĕ Михаил арăмĕпе, лешĕ йăпăлтатнине тата каçару ыйтнине асăрхаман пек пулчĕ. Анчах юратакан çынна каçармăн-и; Тăваттăмĕш кунхине пĕрлех выртса çывăрчĕç. Пурнăç çапла майлашăнса каясса ĕненчĕ Михаил. Кĕтни пулаймарĕ çав. Пĕрре улталанă арăм иккĕ улталатех. Çĕр каçма киле таврăнманни те пулчĕ, пĕр уяв хыççăн икĕ кун киле килмерĕ. Ăçта çÿренĕ – хăй кăна пĕлет. Михаил ыйтмарĕ те, калаçмарĕ те. Ĕçсе лартрĕ те куç курми пуличчен – милици «хăни» пулчĕ.

Ĕнтĕ тăтăш сыпкалама пуçларĕ вăл, ĕçлесе илнĕ укçине те ĕçсех пĕтерчĕ. Часах ĕçпе те сыв пуллашма тиврĕ. Юрать-ха, хĕле кĕрсен кочегара илчĕç. Унсăрăн мĕнпе тăранса пурăнмаллаччĕ; Ачисем ялтах пурăнаççĕ, кукамăшĕ вĕсене текех ашшĕпе амăшĕ патне ярасшăн та мар. Ятланă та вăл хĕрне, çÿçĕнчен те тăпăлтарнă, анчах Вера çав-çавах йĕркене кĕмерĕ.

«Пĕтнĕ» çын... Çак ят Михаилăн чĕрине çĕçĕпе тирнĕ пек ыраттарать.

Чунĕ таса вĕт-ха унăн, ыратакан чĕрине эрехпе лăплантарнишĕн пĕр вăл çеç айăплă-ши;

Мĕн тумалла халь тин; Çакăнмалла; Урăх çул курмасть Михаил.

... Тепĕр кун ирхине килне таврăннă Вера, тимĕр краватьрен пиçиххипе çакăннă упăшкине курсан, шари! çухăрса чупса тухса кайрĕ. Часах кÿршĕ-аршă пуçтарăнчĕ, милицирен тата «васкавлă пулăшуран» килсе çитрĕç.

– Яла телеграмма парасчĕ, ачисене илсе килмелле, – терĕ кÿршĕре пурăнакан Марье аппа.

– Ачасене кăтартма кирлĕ мар, – терĕ Вера куççуль витĕр. – Çук эпир вĕсемшĕн, ашшĕ мĕнле вилнине те ан пĕлччĕр.

Михаила пытарнă чух куççуль тăкаканни те Шупашкартан килнĕ аппăшĕ çеç пулчĕ. Вера вара йĕмерĕ, пуçне те çĕклеймерĕ...

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика