АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăлăх арăмсене –çăмăллăхсем

01 августа 2009 г.

Вăрçă тата çапăçу хирĕсен ветеранĕсен тăлăх арăмĕсене çĕнĕ саккунпа тивĕçекен çăмăллăхсем:

- пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле лаптăкăн 50 проценчĕ чухлĕ хваттер тÿлевне пĕчĕклетни;

- коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлев çурри çеç.

"Ветерансем" çинчен çĕнетнĕ саккун вăя кĕнĕ. Вăл Отечественнăй вăрçăн тата ытти çапăçу хирĕсен участникĕсен тăлăх арăмĕсен социаллă хÿтлĕхне ÿстерет.

Халиччен вĕсене социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтернĕ: енчен те тепĕр хут мăшăрланман пулсан тата пĕччен пурăнсан. Çĕнĕ саккунпа, социаллă пулăшăва вăрçă тата çапăçу хирĕсен ветеранĕсен тепĕр хут качча тухман, çула çитмен е куçăмлă майпа вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухакан 23 çул тултарман ачасемпе пурăнакан тăлăх арăмĕсем илеççĕ. Ку норма 18 çултан аслă инвалид ачасене воспитани паракан тăлăх арăмсене те лекет. Сăмахран, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă ветерансен арăмĕсене илер. Вĕсем – аслă ăрури çынсем, кун пеккисене хăйсен тăванĕсен, ачисен пулăшăвĕ кирлĕ. Саккуна тÿрлетÿсемпе йышăннă хыççăн, тăвансемпе пĕрле пурăнни – социаллă хÿтлĕхе малтанхи калăпăшрах илмелли чăрмав мар. Сăмах ватă çынсем çинчен кăна пымасть. Саккун хÿтлĕхĕ ытти çапăçу хирĕсен ветеранĕсен тăлăх арăмĕсене те тивет. Раççей Патшалăх Думин кăтартăвĕсем тăрăх, 5 пин хĕрарăмăн çак çăмăллăхсемпе усă курма ирĕк пур.

Малтанласа çапăçу хирĕнче вилнĕ çар çыннисен арăмĕсем, çула çитмен ачасемпе пулсан, ку саккунăн хÿтлĕхне лекеймен. Мĕншĕн тесен пĕччен мар, ачасемпе пурăннă. Тÿрлетÿсем çак çитменлĕхсене пĕтерме май панă. Халĕ çапăçу хирĕсен ветеранĕсен тăлăх арăмĕсем, çула çитмен ачасене воспитани параççĕ-тăк, социаллă хÿтлĕхе тивĕçеççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика