01 августа 2009 г.
Кăçал пушарсен шучĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ытларах пулни шухăшлаттарать – 29 тĕслĕх. Тăкакĕ те çав тери пысăк: 1407000 тенкĕпе танлашать. Вутра виçĕ çын вилнĕ. Акă, июлĕн 29-мĕшĕнче каçхине район территорийĕнче икĕ пушар пулнă. 18 сехет иртсен «Гидравлика» уçă акционерлă обществăн икĕ хутлă çуртĕнчи пушă пÿлĕмре вут хыпса илнĕ. Сăлтавĕ – предприяти территорине кĕмелли хапха çийĕн çакăнса тăракан электропралука ăнсăртран автомашина çаклатнипе замыкани пулнинче.
20 сехет çурăра вара Утаркассинче «хĕрлĕ автан» авăтса янă. Çут çанталăк пулăмĕпе – аслати çапнипе – Лидия Григорьевна Матвеева хуçалăхĕнче сарай çунса кайнă. Пушарта пĕр тонна утă, тыр-пул кĕл пулнă. Çапла, тепĕр чухне çут çанталăк пулăмĕпе те инкек тÿсетпĕр.