01 августа 2009 г.
Июлĕн 29-мĕшĕнче район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Самылкин райадминистрацин пай ертÿçисемпе, ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсемпе вырма ыйтăвĕпе канашлу ирттерчĕ. Унта вăл район пуçлăхĕ А. Криков ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă «Чăваш Ен çитĕнĕвĕ – кашнин пуçарулăхĕнче» Çырăва тĕпе хурса кăçалхи вырма тапхăрĕнче ăнса пулнă тыр-пула пĕр тăккаламасăр пухса илес тĕлĕшпе штаб (начальникĕ А.Самылкин) йĕркелеме йышăннине пĕлтерчĕ. Çавна май районта ĕçлев ушкăнĕсем туса хунă, вĕсене ял тăрăхĕсем çумне çирĕплетнĕ. Ушкăн хăй участокĕнчи ял хуçалăх предприятийĕн уй-хирĕсенче, йĕтемĕ çинче пулса вырма ĕçĕпе кăсăкланĕ, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕпе çыхăнса çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшĕ. Вырма тапхăрĕнче милицин участок уполномоченнăйĕсен те ĕç хушăнĕ. Вĕсем саккунпа килĕшÿллĕн вырăнта йĕрке туса пырĕç.
Александр Петрович пухăннисене тыр-пул шăпишĕн тăрăшса ĕçлеме, кашнине пуçарулăх, хастарлăх кăтартма чĕнсе каларĕ. Халĕ çĕр çинче тар тăкса ĕçлени малашлăхăн çирĕп никĕсĕ пулнине палăртрĕ.