01 августа 2009 г.
Тĕрĕссипе, куç умĕнчех пулин те ку ыйту пирки халиччен шухăшласах та кайман. ЧР Патшалăх Канашĕн иртнĕ эрнери сессине федерацин «Чăваш Республикинчи хăш-пĕр район судне пĕтересси çинчен» саккунĕн проектне тишкерме тăратни куçа уçрĕ темелле.
Сăмах Элĕк, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Шăмăршă, Тăвай районĕсен сучĕсене пĕтерсе çав территорисенчи правосуди ĕçне пурнăçлассине кÿршĕллĕ Красноармейски, Елчĕк, Етĕрне, Çĕмĕрле, Патăрьел, Вăрмар районĕсен сучĕсене парасси пирки пырать.
РФ Уголовнăй процесс кодексĕпе килĕшÿллĕн айăпланакан хăй ыйтсан йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисемпе çыхăннă уголовнăй ĕçсене пĕрремĕш инстанцири судăн федерацин пĕтĕмĕшле юрисдикци сучĕн виçĕ судйинчен тăракан коллегийĕн тишкермелле. Районсенчи судсем вара шăпах виçĕ судьяран тăраççĕ. Пĕри отпускра пулсан, чирлесен; Мĕн тумалла тет; Çак йывăрлăхран шăпах судсене пĕрлештерсе тухма мел тупнă та. Мелĕ, паллах, вырăнлă: чылай районта кашни судья пуçне тивекен уголовнăй, гражданла ĕçсен шучĕ пысăк мар – калăпăр, тĕп хуларипе танлаштараймăн.
Хайхи пысăкланас-пĕрлешес туртăм вара паян çуралнăскер мар. Маларах хăш-пĕр район çар комиссариачĕсĕр юлчĕ. Налук инспекцийĕсем те – пĕрлехисем. Почтăпа та çаплах пулчĕ – паян кашни районтах çыхăну узелĕ çук.
Прокуратурăран Следстви комитечĕ уйрăлса тухсан унăн вырăнĕсенчи пайĕсене те кашни районтах тумарĕç – темиçе районăн пĕрлехи пайĕсем йĕркеленчĕç. «Çÿлте» Чăваш Енри кашни районтах шалти ĕçсен пайĕсене тытса тăни вырăнсăр тесе шутлани те вăрттăнлăх мар – кун пирки ЧР ШĔМĕн ертÿçи В.Антонов пĕр пресс-конференцире каланăччĕ. Ĕç-пуç милиционерсене те пĕрлештересси патнех çитеймерĕ-ха та, çапах вут хумасăр тĕтĕм тухмасть тенине лайăх пĕлетпĕр. Паян мар-тăк ыран-виçмине çак ыйту патне таврăнма пултараççех.
Чăннипе, районсене хăйсене пĕрлештересси пирки те республикăра сăмах пуçарман мар. Чăн та, халь унашкал тĕллевсем пирки калаçсах каймаççĕ – вуçех пăрахăçларĕç-ши; Анчах тĕрлĕ ведомство-службăн вырăнсенчи филиалĕсене-тытăмĕсене пĕрлештерсе-пысăклатса пĕтерсен ĕç-пуç хăй тĕллĕнех çавăн патне çитмĕ-и; Райцентрта çар комиссариачĕ, суд-милици, почта, райхаçат («районкăсене» пĕтерсе зонăсенчи хаçатсем тумалла тени çĕнĕлĕх мар), газпа-электричествăпа тивĕçтерекен предприятисем, ытти тытăм пулмасан хайхи центр тенин ячĕ çеç юлать вĕт. Паллах, ку хайхи пушанса юлакан райцентрсен аталанăвне пулăшмĕ. Анчах пурнăç çапла тума хистет те – хирĕç тăраймăн.
Эппин, бюджет шучĕпе мар, ытти çăл куç çине таянса аталанассине тĕпе хумалла: вырăнти промышленноçа, ял хуçалăхне, пĕчĕк бизнеса вăй, çул парса.
Тĕрлĕ тытăма пĕрлештерес туртăм вара тĕрлĕ тÿре-шара йышне чакарма пулăшсан тем пекехчĕ. Хальлĕхе Чăваш Енре, статистика çирĕплетнĕ тăрăх, чиновниксен йышĕ çуллен ÿссе пырать. Кăçалхи цифрăсем куç тĕлне пулмарĕç, анчах иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче палăртнă кăтартусем пур: муниципалитет служащийĕсен шучĕ 6,5 пине яхăн çынпа танлашнă, 2005 çулта вара чылай сахалрах, 5377 çын, пулнă. Ĕç тăвакан влаçăн территори органĕсенчи чиновниксем – 3,3 пине, республика органĕсенчи йыш – 1,65 пине яхăн çын. Республикăра пурăнакан 1,3 млн яхăн çыншăн ытла та пысăк тиев мар-и; Сăмах май, паянхи Раççейре чиновниксен шучĕ анлă та тĕрлĕ-тĕрлĕ халăхлă Совет Союзĕнче пулнинчен чылай пысăкрах теççĕ.