АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас инженерсене – çĕнĕ вĕренÿ корпусĕ

05 августа 2009 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн инженери факультечĕн çĕнĕ вĕренÿ корпусне тума хутшăнакан строительство организацийĕн ертÿçисемпе тĕл пулнă. Академи ректорĕпе Николай Кирилловпа пĕрле пулас çуртпа çывăхрах паллашнă. «Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен вăхăт пĕр уйăх çеç юлать. Çавăнпа та строительсен мĕн пур вăя пухса хастартарах ĕçлемелле. Вĕренÿ корпусĕ сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче алăкне уçса студентсене кĕтсе илме пултартăр, – тенĕ министр. – Çĕршывра пĕр ял хуçалăх аслă шкулĕ те Раççей Ял хуçалăх министерствинчен пирĕн чухлĕ укçа илмест. Çавăнпа та строительсен мĕн пур ĕçе вăхăтра та пысăк пахалăхпа пурнăçламалла».

Строительство организацийĕсен ертÿçисем Михаил Игнатьевпа Николай Кириллова вĕренÿ корпусĕн пĕлтерĕшлĕ пайне Пĕлÿ кунĕ тĕлне туса пĕтерме шантарнă. Çулталăк вĕçĕнче вăл физкультура залĕпе пĕрле йăлтах хута кайĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика