05 августа 2009 г.
Тунти кун, августăн 3-мĕшĕнче, район пуçлăхĕ А.И. Криков "За содействие МВД" паллăна тивĕçрĕ. 6840-мĕш çар чаçĕн коменданчĕ, полковник С.В.Толстошеин çак паллăпа Александр Ивановича районти шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансен ушкăнĕ Çурçĕр Кавказ тăрăхĕнче ĕçпе çапăçу тĕллевĕсене пурнăçлама пулăшнăшăн чысланă.
Çавăн пекех район пуçлăхне Раççейри ШĔМĕн ВОГОиПăн ертÿçи, милицин генерал-майорĕ Н.Н.Симаков та тав тунă. Н.Симаков хăйĕн çырăвĕнче январĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 28-мĕшĕччен районти шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакан Александр Валериевич Балалайкин Çурçĕр Кавказ тăрăхĕнче йĕркелĕхе сыхлас енĕпе хăйĕн пурнăçне хĕрхенмесĕр, хăрушлăхран хăрамасăр хастарлăх, хăюлăх кăтартнине палăртнă.
С.Х.Ефремов, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ: "Паянхи кун Çурçĕр Кавказ территорийĕнче йĕркелĕхе сыхлас енĕпе пирĕн коллективран иккĕн службăра тăраççĕ. Январĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 28-мĕшĕччен унта Александр Валериевич Балалайкин пулчĕ.
Пурте, çакăнта асăннисем, ырă сăмаха тивĕç. Хăйсен тивĕçне вĕсем тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшаççĕ.
Çавăн пекех, пире, шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуракансене, район пуçлăхĕ витĕмлĕ пулăшу парать, тăрăшуллисене хавхалантарать."