05 августа 2009 г.
Ĕнер, паян, ыран, августăн 4-6-мĕшĕсенче, Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе Раççейри потребсоюз ĕçченĕсен республикăра семинар-канашлу иртет. Çав вăхăтрах паян районта райпон "Хĕрлĕ Чутайри производство комбиначĕ" тулли мар яваплă обществăра вĕренÿ те йĕркеленĕ.
Хăнасенчен района 80 çын çитмелле, вĕсенчен ытларахăшĕ Архангельск, Пушкăртстан, Вологодск, Дагестан, Иваново, Кабардино-Балкари, Кемерово, Краснодар, Курган, Мордва, Мари Эл, Чулхула, Оренбург, Пенза, Пермь, Ростов, Самар, Çурçĕр Осети, Свердловск, Тамбов, Удмурд, Тутар тăрăхĕсенчи потребканашĕсенчен. Малтанах вĕсем Мучикассинчи, Мăн Этменти лавккасене çитсе курĕç. Унтан Питĕркасси ял лавккин, "Четайское", "Янтарь", "Хĕрлĕ Чутайри производство комбиначĕ" тулли мар яваплă обществăсен тата райпон ĕçĕ-хĕлĕпе паллашĕç. Çавăн пекех районти ытти хитре вырăнсенче пулĕç.
(Хамăр инф.)