05 августа 2009 г.

Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсем халăх асĕнчен нихăçан та тухмĕç. Ачкасси ялĕнчи Степан Иванович Канцеляров чун-чĕринче те вăл тарăн йĕр хăварнă. С.Канцеляровăн вăрçă çулĕсенче совет халăхĕн виçесĕр ыратăвне, нимĕçсен тискерлĕхне курма тивнĕ. Гомель-Смоленск-Вязьма-Волоколамск-Мускав тата ытти хуласем витĕр выртнă унăн çапăçу çулĕ. Ку çулсем çинче унăн тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухма тивнĕ. Апла пулин те нăйкăшман, тăшмана çĕнтерессипе паттăрлăх, хăюлăх кăтартса "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медале тивĕçнĕ.
Çак кунсенче унăн кăкăрĕ çинче тепĕр медаль хушăннă. Белорус Президенчĕ А.Лукашенко Указĕпе "Белорус Республикине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнăранпа – 65 çул" юбилей медалĕ кăларнă. Пирĕн районта ăна 6 çынна панă. Çак йышра шăпах С.Канцеляров та пур.
Тайма пуç сире, ветерансем!