АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрехпе иртĕхни – хăрушă

05 августа 2009 г.

Хальхи вăхăтра кашни çын пуçне çулталăкра 14 литр çĕр процентлă алкоголь тивет. Тĕнчери мĕн пур çĕршывра тенĕ пекех эрехе Раççей ячĕпе çыхăнтараççĕ.

«Вырăс эрехĕ» тени Шотландири виски, нимĕç сăри, Франци коньякĕ тенĕ пекех пулса тăнă. В.Похлебкин историк пĕлтернĕ тăрăх, вăл – урă çынсем, яланах урă юлма тăрăшакансем усă курмалли шĕвек. Ĕçкĕпе иртĕхекенсемшĕн кирек мĕнле шĕвек ĕçни те пĕрешкелех, пуçа кăна пырса çаптăр. Вĕсем одеколон, лосьон, денатурат, растворитель, техника спирчĕ, кантăк тасатмалли тата ытти шĕвексене те тиркемеççĕ. Ку организмшăн çав тери хăрушă. Çак шĕвексен шутне сăмакун та кĕрет. Ăна темле тасатма тăрăшсан та, унта сиенлĕ япаласем пур. Вĕсенчен пĕри – сивушлă çу. Вăл ÿте çунтарса илме пултарать. Енчен те ку шĕвеке пĕрмаях ĕçсен, мĕн пулĕ-ши пирĕн организмра; Сăмакун ĕçсен, çын хăвăрт ÿсĕрлет, часах урăлаймасть, ухмах çын пек сулланса, ĕнтĕркесе çÿрет. Хăшĕ-пĕрисем пуç, вар-хырăм ыратнипе аптраççĕ. Час-часах сăмакун ĕçсен апат хырăмĕ, пĕвер, пÿре юрăхсăра тухаççĕ.

Одеколон, лосьон ĕçекен çынсен вара чи малтанах пуç мими хавшать. Чылайăшĕн куç вăйĕ чакать, хăлхасем илтме пăрахаççĕ.

Эрех вырăнне усă куракан шĕвексен шутне метил спирчĕ те кĕрет. Ку – пуринчен те хăрушши. Унăн шăрши те, тĕсĕ те çук. Ăна ĕçнĕ çынсенчен чĕрĕлекенни çукпа пĕрех. Вăл тÿрех çут тĕнчепе сыв пуллаштарать.

Çак усал шĕвексене ĕçнипе мĕн чухлĕ çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлман-ши, сусăрланса нуша курман-ши, мĕн чухлĕ çемье арканман-ши;

Эрех – чăннипех те хăрушă тăшман. Çакăн çинчен кашниех пĕлет.

Çапах та эрехпе иртĕхекенсен йышĕ ÿссех пырать. Урă пурнăçа хисеплеме тытăннă çынсенчен чылайăшĕ каллех «симĕс туспа» çыхланма пуçларĕ.

Юлашкинчен çапла калас килет: урă та сывă пурнăçа нимĕн те çитмест.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика