АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăллă пулмалла

12 августа 2009 г.

Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен министрĕ Р.Нургалиев "Граждансене илсе çитернĕ хыççăн шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй чаçĕнче милици прависене тата тивĕçĕсене пурнăçласси çинчен" çĕнĕ Наставление çирĕплетнĕ. Унăн тĕллевĕ – милицин дежурнăй чаçĕнче тата тытса чарнисен пÿлĕмĕнче (халăхра ăна "обезьянник" теççĕ) йĕрке тăвасси.

Тытса чарнисене кÿрентермелле мар

Шалти ĕçсен пайĕнче çынна тытса чарни Конституципе килĕшсе тăмалла. Кирли – çыннăн сывлăхĕшĕн хăрушлăх пулмалла мар, ăна хисеплемелле. Оперативлă дежурнăйăн, Наставленинче кăтартнă пек, хăйне кăмăллă, тимлĕ, килĕшÿллĕ тытмалла.

Кашни утăма çырмалла

Тытса чаракан çын тĕлĕшпе дежурнăй хăйĕн кашни ĕçне учет кĕнекине çырса хума тивĕç. Гражданинпа калаçнă, унăн докуменчĕсене, япалисене пăхнă – çырса хур. Кашни йышăнăва, тĕслĕхрен, ĕç пуçарни, урăлтаркăçа, наркодиспансера е васкавлă пулăшăва ăсатни, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссие пани çинчен çырса хумалла. Енчен те каçару ыйтса кăларса яма тиврĕ-тĕк, кун пирки тÿрех çырса хумалла та пуçлăха пĕлтермелле.

Тытса чарнă çынна унăн прависемпе паллаштармалла

Тытса чарнă çынна хăйĕн прависемпе, тивĕçĕсемпе паллашма пултаракан пÿлĕмре çеç ыйтма юрать. Пĕр сăмахпа, ку пÿлĕмре КоАП, УК тата УПК, çак Наставленин положенийĕсем, ытти нормативлă право акчĕсем пулмалла. Кунтах – должноçри çынсен ĕçри номерĕсем тата адресĕсем пулма кирлĕ.

Уйрăмра – 3 сехетрен ытла мар

Çын кам пулнине çирĕплетме ăна 3 сехетлĕх кăна тытса чарма юрать. Шалти ĕçсен пайне çитсен çеç вăхăта шутлама тытăнмалла. Енчен те гражданина таможня правилисене пăснипе чарсан, кун пек чухне 48 сехетрен ытла тытмалла мар.

Фото ÿкермелле тата алăри пÿрне йĕрĕсене илмелле

Çак вăхăт хушшинче дежурнăйăн тытса чарнă çынран пĕтĕмпех ыйтса пĕлмелле. Пĕтĕм база даннăйĕсене тĕрĕслемелле. Енчен те çын ют çĕршыв гражданинĕ пулсан е унăн вуçех те гражданлăх çук-тăк, право йĕркине пăснă тĕп учет тăрăх тĕрĕслеççĕ.

Уголовнăй преступлени тунисемпе уйрăм калаçу. Вĕсене дактилоскопи (алăри пÿрне йĕрĕсене илни) кĕтет. Çавăн пекех сăн ÿкермелле. Вĕсене май пур таран вăхăтлăх тытмалли изолятора хупаççĕ.

Çул çитменнисене – тимлĕх

Наставленин 20 ытла пункчĕ çул çитмен çамрăксемпе çыхăннă. Чи малтанах милиционерăн ашшĕ-амăшне пĕлтермелле. Унтан ăна киле е интерната, е çула çитменнисемпе ĕçлекен комиссине , е тĕпчесе пĕлекен органа ямалла. Каллех пĕтĕмпех çырса хумалла. Çул çитмен ачасене милицине илсе пыни ашшĕ-амăшĕшĕн е вĕсене пăхса тăракансемшĕн ахаль иртмелле мар.

Халăхран информаци пытарма юрамасть

Дежурнăй чаçри ĕçшĕн шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ тата оперативлă дежурнăй явап тытать. Телефонпа шăнкăравлакан çынннăн ыйтăвне тĕплĕн, кăмăллăн хурав памалла. Енчен те дежурнăйăн компетенцийĕнче мар-тăк, абонента кирлĕ телефон номерне пĕлтермелле. Калаçу 5 минутран ытла тăсăлмалла мар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика