АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветучрежденисем хушшинчи конкурс

15 августа 2009 г.

«Выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти станци» патшалăх учрежденийĕ участокри ветеринари лечебницисем, ветучастоксем тата ветпунктсем мĕнле ĕçленине палăртас тĕллевпе «Çĕр çинчи санăн тÿпе тата ÿсĕм» ятпа конкурс йĕркеленĕ. Ăна Чăваш Енре кăçал ирттерекен «Çĕр ĕçченĕн çулталăкне» халалланă.

Районти тĕп ветеринари врачĕ Геннадий Стекольщиков каланă тăрăх, конкурс ирттерме тата ăна пĕтĕмлетме ятарлă комисси туса хунă. Паянхи куна илес пулсан, пур ветеринари учрежденийĕ те ăмăртăва активлă хутшăнать. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешсе пысăк çитĕнÿ тунă, территорие пур енлĕн тирпей-илем кĕртнĕ коллективсемпе уйрăм çынсем çĕнтерÿçĕ пулса тăраççĕ. Вĕсене грамотăсемпе наградăлаççĕ, хаклă парнесемпе чыслаççĕ.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕнче пулать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика