15 августа 2009 г.
Кăçалхи февраль уйăхĕнчен тытăнса май уйăхĕччен Мускавра вырăс чĕлхи учителĕсен "За образцовое владение русским языком в профессиональной деятельности" ятпа Пĕтĕм Раççейри конкурсĕ иртнĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен федераллă агентствăпа М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕн халăхсем хушшинчи вĕрентĕвĕн центрĕ пĕрле йĕркеленĕ.
Тĕрлĕ республикăри вырăс чĕлхипе литература учителĕсем хутшăннă çак конкурса. Палăртма кăмăллă, конкурсăн 30 çĕнтерÿçи йышне Мăн Этменти аслă категориллĕ вырăс чĕлхипе литература учителĕ Зинаида Григорьевна Полозина та кĕнĕ. Çĕнтерÿçĕсене сентябрĕн 18-мĕшĕнче çÿлерех асăннă университетра савăнăçлă лару-тăрура чыслаççĕ.
Çавăн пекех палăртмалла, 2008 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи июль уйăхĕччен творчествăлла ĕçлекен учительсен сечĕн сайтĕнче хими учителĕсен Пĕтĕм Раççейри ИКТ-фестивалĕ иртнĕ. Конкурс условийĕсемпе 5 тапхăр витĕр тухма палăртнă. Февраль-март уйăхĕсенче иртнĕ 3-мĕш тапхăр Хĕрлĕ Чутайри химипе биологи учителĕшĕн Наталья Васильевна Мидаковашăн ăнăçлă пулнă. Вăл конкурса хутшăннă Раççейри 86 преподаватель хушшинче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, I степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.