АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртман

15 августа 2009 г.

Район прокуратури нумаях пулмасть эмелсен хакĕсене йĕркелес сферăри требованисене епле пăхăнса пынине тĕрĕсленĕ.

Питĕ кирлĕ сиплев хатĕрĕсен çирĕплетнĕ переченĕпе килĕшÿллĕн (РФ Правительствин 2007 çулхи мартăн 29-мĕшĕнче 376-р " йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ), çак документра пăхса хунă эмелсем тĕлĕшпе ÿстернĕ хаксене (наценка) патшалăх йĕркелесе пыма пултарать.

Çавна май районти прокуратура райадминистраци специалисчĕсемпе пĕрле аптека сечĕсене тĕрĕсленĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, хаксем йĕркелес сферăра саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртман. Эмелсен ÿстернĕ хакĕсене Чăваш Республикин 2002 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнчи "Эмел хатĕрĕсен тата медицинăра кирлĕ изделисен хакĕсене патшалăх йĕркелесе пыни çинчен" 34 " хушăвĕпе (2003 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнчи, 2004 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнчи, 2005 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчи, 2009 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнчи улшăнусемпе) килĕшÿллĕн çирĕплетеççĕ. Калас пулать, унта эмеле сутма хушса ÿстермелли чи пысăк суммăна (30:) палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика