19 августа 2009 г.
Август уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Хулари клиника 1-мĕш больницинче Арçын сывлăхĕн центрĕ уçăлнă.
Этемлĕхĕн вăйлă çурри хĕрарăмран сахалтарах пурăннине пурте пĕлетпĕр. Унăн сывлăхĕн, чирлеслĕхĕн тата вилеслĕхĕн кăтартăвĕсем биологи çеç мар, социаллă факторсенчен те килеççĕ. Вĕсем хĕрарăмсемпе танлаштарсан хăрушлăхпа çыхăннă профессисене ытларах суйласа илеççĕ, унсăр пуçне усал йăласемпе туслашаççĕ, тухтăрсенчен икĕ хут сахалрах пулăшу ыйтаççĕ.
Асăннă центр тĕп хулари арçынсен сывлăхне çирĕплетессишĕн тата вĕсен ĕмĕрне тăсассишĕн (халĕ республикăри арçынсем вăтамран 61 çул çеç пурăнаççĕ) тĕллевлĕн ĕçлĕ. Чир пуçламăшне вăхăтра асăрхасан усă пулатех. Паллах, арçынсен сывлăхне çирĕплетни Чăваш Енри демографи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшасса та шанас килет.
Чирлисене икĕ уролог тата эндокринолог-андролог йышăнĕç. Вĕсемсĕр пуçне ытти тухтăр та – невролог, кардиолог – пулĕç.