АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермăна çĕнетеççĕ, механизацилеççĕ

19 августа 2009 г.

«Коминтерн» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи А.Новикова, специалистсем выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илессишĕн нумай тăрăшаççĕ. Кунта, акă, ĕне выльăх йышне ÿстерес тĕлĕшпе уйрăмах чылай ĕç туса ирттереççĕ. Çу кунĕсенче çак тĕллевпе Трапайри фермăна юсаса çĕнетме тытăннă. Малтанхи витен стенисем кăна юлнă тесен те йăнăш мар.

Строительсен бригади керамзитпа бетонран урай сарса пĕтернĕ, штукатурка ĕçĕсене вĕçленĕ. Халĕ чÿречесем вырнаçтараççĕ. Вите тăррине июль уйăхĕнчех хĕç тимĕрпе витнĕ. Ытти ĕçсене те лайăх пахалăхпа пурнăçланă. Çавăн пекех кунта тислĕк кăлармалли транспортер, çамрăк выльăхсене шывпа тивĕçтермелли тата апат валеçмелли оборудовани вырнаçтараççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика