19 августа 2009 г.
Августăн 17-мĕшĕнче, тунти кун, «Свобода» колхоз дирекцийĕ А.Максимовпа В.Ксенофонтов механизаторсене курăк çулма хушнă. Чăнах та, вĕсем «Волга-2» агрегатпа уя çитнĕ, нумай çул ÿсекен курăксен пуссине пырса кĕнĕ. Чиперех ĕçленĕ. Агрегат пĕр тикĕссĕн кĕрленĕ, техника чăхăмламан... Механизаторсем выльăхсене фермăра çитерме апат çителĕклĕ пулать тесе калаçкаланă.
Сасартăк курăк çулса пыракан агрегат ăшне çын кĕрсе кайнă. Çакна асăрхасан механизаторсем техникăна чарса лартнă. Анчах кая юлнă. Курăк ăшĕнче ÿсĕр пуçпа çывăракан Анат Çĕрпÿкасси çыннин Ю.Филипповăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Халĕ çак ĕçе тĕпчеççĕ. Курăк çулакан агрегата ĕçлеттерекен çынсем ÿсĕр пулман.