АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк урам уявĕнче

19 августа 2009 г.

Пĕчĕк урам уявĕнче

Ял кăçал 459 çул тултарчĕ.

Пĕчĕк урамра 182 кил-çурт шутланать, пурĕ 348 çын пурăнать.

Кăçал кунта 3 ача çуралнă, 4 çын çĕре кĕнĕ.

Урамра чи çамрăкки – Мирослава Сергеевна Перепелкина.

Чи ватти – Максим Антонович Яндрайкин (88 çулта).

80 çултан иртнисем: Т.Е.Темкина (84 çулта), Н.Е.Палейкина (83-ре), Л.В.Рыжова (83-ре). П.С.Тихонова вара ноябрь уйăхĕнче 80 çул тултарать.

Çак юрă сăмахĕсем чăннипех вырăнлă янăрарĕç Пыл сăпасĕ кун Туктамăш ялĕн Пĕчĕк урамĕнче. Шăпах çак кун-çке кунта урам уявне йĕркелерĕç. Сăмах май, ытти çулсенче Туктамăш ялĕн уявне паллă тăватчĕç. Ял çитес çул 460 çул тултарнине шута илсе, пысăк юбилее чыслăн хатĕрленес тĕллевпе кăçал урамсен уявĕсене ирттерме йышăннă, юбилейра вара чи интереслипе те лайăххипе усă курма тĕллев лартнă. Калас пулать, вырăнти клуб заведующийĕ Н.Чуракова тата библиотека ертÿçи Л.Деведерова тăрăшнипе, клуб çумĕнче йĕркеленнĕ "Çартмас" фольклор ушкăнĕ пулăшнипе Çĕнĕ тата Çот урамĕсен уявĕсене йĕркеленĕ те ĕнтĕ. Çитес вăхăтра Мăн урамра пурăнакансен те савăнма черет çитет.

Ир-ирех Пĕчĕк урамра пурăнакансем уява тивĕçлĕн ирттерес тесе ĕçе пуçăннă. Петр Федоровичпа Надежда Тимофеевна Удяковсен кил-çурчĕ умĕнче ÿплесем, чатăр, çĕмел ăсталанă, уяв сĕмне кĕртнĕ. Кăнтăр иртсен вара вырăнти халăх уява йышлăн пухăнчĕ.

"Çартмас" фольклор ушкăнĕ, çавăн пекех ун йышне кĕрекен Н.Чуракова, Л.Деведерова, Р.Мидакова, Л.Каленова ял çыннисене илемлĕ юрăсем парнелерĕç. А.М. Никитин вара пурне те купăс каласа, юрă юрласа савăнтарчĕ. Çак урамра çуралса ÿснĕ Н.Морозовпа Л.Еклакова та хăйсен юратнă юррисене шăрантарчĕç. Г.Окайкинапа А.Марченко шÿт кăтартса асра юлчĕç. Концерт программине ачасен пултарулăхĕ те пуянлатрĕ. Акă, тăванĕсем патне аякран килнĕ Ю.Солодилова тата Н.Казакова такмаксемпе, юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Д.Мидакова тата А.Сарина та пухăннисене юрă парнелерĕç. З.Г.Максимова патне хăнана килнĕ мăнукĕ Д.Ильина вара (вăл Ямал-Ненец округĕнчи Надым хулинче пурăнать, 6 класс вĕренсе пĕтернĕ, художествăлла гимнастика енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ шутланать) хăйĕн тĕлĕнмелле пултарулăхĕпе пурне те тыткăнларĕ.

Уявра халăх йăли-йĕркине аса илни те вырăнлă пулчĕ. Акă, утă çи тапхăрне "Çартмас" фольклор ушкăнĕ, салтак ăсатнине ял çыннисем сăнарланине курма питĕ интереслĕ пулчĕ. Ÿплесем, чатăр пурри тата кĕрепле-сенĕк йăтса утакан, юрă шăрантаракан хĕр-пикесем чăннипех утă çи вăхăтне аса илтерчĕç.

Пускилсене саламланă май, çак урамра çуралнă, кунтах тĕпленнĕ Ю.М.Морозов ял историйĕ çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех кунта çуралса пĕлÿ пухнă, халĕ Ямал-Ненец округĕнчи Надым хулинче тухтăр пулса ĕçлекен С.Максимова та ял-йыша уявпа чĕререн саламларĕ, савăк кăмăлпа савăнма сĕнчĕ.

Çакна та асăнмасăр иртме çук. Уява тĕплĕн хатĕрленнĕ уйрăм çемьесене асăнас килет. Акă, Надежда тата Петр Удяков пенсионерсем пир тĕртмелли, çип арламалли хатĕрсем, ал арманĕ илсе тухнă. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн депутачĕ Николай Яндрайкин тата мăшăрĕ Маргарита хăйсен хушма хуçалăхĕпе паллаштаракан кĕтес йĕркеленĕ. Унта пыл хурчĕсен вĕллине, вĕсене пăхма кирлĕ тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕре курма пулчĕ. Шăпах Яндрайкинсем Пыл сăпасĕ кун халăха хăйсен пылĕпе, квасĕпе сăйланине те палăртмалла. Сăмах май, ял-йыш вăйĕпе уяв сĕтелĕ çав тери пуянччĕ.

А.М.Никитин тăрăшнипе халăх спортăн тĕрлĕ енĕпе вăй виçме пултарчĕ. Ял çыннисем канат туртассипе, волейболла выляссипе, винтовкăран тĕл перессипе, шашка-шахмат енĕпе ăмăртрĕç.

Пĕр сăмахпа каласан, ял-йыш туслă пулни, пĕр-пĕрне кирлĕ вăхăтра пулăшни уява çÿллĕ шайра ирттерме май пачĕ. Малашне те туслăх ан çухалтăр, вăл çулран-çул çирĕпленсе кăна пытăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика