АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйра тăман паспортнăш – явап

19 августа 2009 г.

РФ Президенчĕн 1997 çулхи мартăн 13-мĕшĕнчи 232" "Раççей Федерацийĕн территорийĕнче Раççей гражданинĕ пулнине ĕнентерекен тĕп документ çинчен" Указĕпе килĕшÿллĕн РФ гражданинĕн паспорчĕ çинчен Положение (йышăнăвĕ 1997 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнчен) çирĕплетнĕ. Çапла майпа, 1997 çулта паспорт реформи пуçланнă, 1997 çул тĕслĕхĕнчи СССР гражданинĕн паспорчĕсене çĕнĕ Раççей паспорчĕсемпе ылмаштарма тытăннă. Унтанпа темиçе çул иртрĕ пулин те, çĕнĕ тĕслĕхлĕ паспортсене пурте илмен. Хальхи вăхăтченех кивĕ паспортпа документ вырăнне усă куракансем те юлнă-ха.

Чылайăшĕ çĕнĕ паспорт илме кăмăл туманнине тĕн сăлтавĕсемпе ăнлантараççĕ. Вĕсем биометри кăтартăвĕсене кĕртмеллипе çыхăннă имĕш. Чăннипе вара, РФ гражданинĕн паспортĕнче нимĕнле биометри кăтартăвĕсем те çук. Çĕнĕ паспортра суя тăвассинчен хушма управ функцине пурнăçлакан сыхлав пайĕсем çеç пур. Вĕсем паспорт хуçи çинчен информацие те пĕлтермеççĕ, гражданинăн конституци прависене те пăсмаççĕ.

Совет паспорчĕпе çÿрекенсен çакна пĕлмелле: РФ Правительствин 1997 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ Положенин пĕрремĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, Раççей гражданинĕн паспорчĕ тĕп документ шутланса тăрать. Раççейре пурăнакансен, 14 çул тултарсан, пурин те паспорт пулмалла.

1974 çул тĕслĕхĕнчи СССР гражданинĕн паспортĕнче сăн ÿкерчĕксене çыпăçтарассине (25, 45 çул тултарсан) Положенипе пăхса хуман. Çавăнпа та сăн ÿкерчĕк çыпăçтарман СССР паспорчĕсем юрăхсăр, вĕсен хуçисене – Раççей гражданинĕсене – РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕнчи 19.15 статьян пĕрремĕш пайĕпе явап тыттараççĕ. Кун пеккисене вăйра тăман документпа пурăннăшăн 1,5 пинрен пуçласа 2,5 пин тенкĕ таран штраф кĕтет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика