АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăй ĕçĕнче чăн ăста

19 августа 2009 г.

Районти тĕп больницăн процедура пÿлĕмне кĕрсе курнă-и эсĕ; Турă çирĕп сывлăхпа вăй-хал панă пулсан, унта манăн мĕн тумалла тейĕ хăшĕ-пĕри.

ăнах та, пациентсенчен ытларахăшĕ врач хушнипе-сĕннипе пырать кунта ĕçлекен Елизавета Маркеловна Деведерова медсестра патне. Ача сачĕн воспитатель-нянисем, шкулта вĕрентекенсем, дояркăсем, суту-илÿ ăстисем вара çуллен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. Биохими анализĕ параççĕ, теприсен çулталăкра икĕ хут та пыма лекет.

...Елизавета Туктамăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтерсен Свердловск облаçĕнчи Красноуфимска çул тытнă. Унти медицина училищинче вĕренсе алла медицина сестрин дипломне илнĕ. Çав тăрăхри Кировоград хулинче халăх сыхлавĕн хуралне тăнă, çапла вара ĕç биографийĕ çырăнма пуçланă. Больницăн ача çуратмалли уйрăмĕнче тăрăшнă вăл. Сахал мар "çĕнĕ кайăк" кĕтсе илме тивнĕ ăна.

Пĕррехинче амăшĕнчен, Надежда Евгеньевнаран, ун патне çыру çитнĕ. Сывлăхĕ хавшани, вăй-хал çукки çинчен пĕлтернĕ вăл. Юлашкинчен тăван тăрăха таврăнма кăмăл çук-и, тесе ыйтнă. Елизавета вара тăхтаса тăман, хăйне сăпка сиктернĕ Туктамăша килсе çитнĕ те район больницине ĕçе вырнаçнă. Сăмах май, Надежда Евгеньевнана эпĕ те питĕ аван пĕлетĕп. Вăл район типографийĕнче 40 çула яхăн ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Кăçалхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче 83 çул тултарать иккен.

Малтанхи ĕçне шута илсе Елизавета Маркеловнана район больницин ача-пăча уйрăмне вырнаçтарнă. Унта вăл ултă çул тăрăшнă. Медицина сестрин тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă. Вăл вăхăтра уйрăма Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Раиса Ивановна Манина ертсе пынă. Çав çулсенче çулталăка çитичченхи пепкесем вилнĕ тĕслĕхсем питĕ сахал пулнă. Мĕншĕн тесен амăшĕсене те, ачисене те медицина ĕçченĕсем тĕрĕслесе-сăнасах тăнă. Кирлĕ пулсан тивĕçлĕ пулăшу панă.

Процедура пÿлĕмне куçасси çапла пулса тухнă. Кунта чылай çул Зоя Михайловна Долгова ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вăл ултă çул пациентсене йышăннă. Анчах çын ĕмĕрĕпех пĕр вырăнта тăрăшаймасть ĕнтĕ. Вăл та тăван коллективпа сыв пуллашнă. Район больницин тĕп врачĕн хушăвĕпе Елизавета Маркеловна ун ĕçне малалла тăсма пуçланă.

– 1992 çултанпа çакăнта вăй хуратăп, – пĕлтерчĕ Е.Деведерова. – Ĕç сахал мар: чирлисене укол тумалла, хăшĕ-пĕрисен юнне илсе анализа ăсатмалла... Акă, венăран илнĕ юна Çĕмĕрлери лабораторине леçеççĕ. СПИД, сифилис е ытти çавнашкал чирсене тупса палăртма кирлĕ ку. Медицина тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче ман пата куллен 50-60 çын таран кĕрсе тухать. Хальхи вăхăтра воспитательсем, суту-илÿ ăстисем çулталăкра икĕ хут медицина тĕрĕслевне килеççĕ.

Елизавета Маркеловна пыракан çынпа кăмăллăн, вашават калаçать. Вăл чăн-чăн медицина ĕçченĕ пулмах çуралнă тейĕн. Ун çине пăхатăн та тĕлĕнетĕн: ăçтан пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать-ха; Хăйĕн ĕçне профессиллĕ туйăмпа пурнăçлани çапла тума хушать пулинех. Ун патне кĕрсе укол тутарнă е юн панă çынсем хушшинче Е.Деведерована хурласа калаçакан тупăнмастех. Мĕншĕн тесен вăл, сăмахран, юн илет тейĕпĕр. Çыннăн вара венисем курăнмаççĕ те. Апла пулин те Елизавета Маркеловна венăна хăвăрт шыраса тупать, хăйĕн ĕçне ăста пурнăçлать. Çапла вара çын тулли кăмăлпа тухса каять.

Халĕ Деведеровсем Хĕрлĕ Чутайăн Çĕнĕ урамĕнче пурăнаççĕ. Вĕсем мăшăрĕпе икĕ ывăл çуратса пăхса ÿстернĕ. Асли, Евгений, Шупашкарта тĕпленнĕ, унăн икĕ ача. Мăнукĕсем асламăшĕпе аслашшĕ патне тăтăшах килсе çÿреççĕ. Кĕçĕнни, Яков, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн вуннăмĕш класĕнче пĕлÿ пухать. Елизавета Маркеловнан мăшăрĕ, Валерий, Çĕмĕрлери почта çыхăнăвĕн управленийĕнче водитель пулса ĕçлет. Мăшăр килĕштерсе пурăнать. Арăмĕпе упăшки пĕр-пĕрин ĕçĕпе кăмăллă.

Елизавета Маркеловна сывлăх сыхлавĕн хуралĕнче 30 çул ытла тăрать. Унăн ĕçне çÿлтисем тивĕçлипе хакланă. Ăна пархатарлă ĕçшĕн Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин, район администрацийĕн, тĕп больницăн Хисеп грамотисемпе темиçе хут та наградăланă. Иртнĕ çул унăн сăнне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика