АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Донорсен мĕн пĕлмелле

19 августа 2009 г.

Медицинăри чи паллă меслетсенчен пĕри вăл – донортан илнĕ юна чирлĕ çын организмне яни. Чирленĕ е юн нумай çухатса вăйсăрланнă çынна донортан илнĕ юнпа пулăшу параççĕ. Юн ярса пулăшу пама тытăнни чĕрепе юн тымарĕсен кăлтăкĕсене операци туса тÿрлетес ĕçе малалла аталантарма май панă. Йывăр чирленĕ, аманнă, суранланнă çын юн нумай çухатсан, наркăмăшпа сиенленсен, пиçсе кайсан ăна урăххин юнне ярса сыватаççĕ.

18 çултан иртнĕ кашни çирĕп сывлăхлă çыннах донор пулма пултарать. Донорсем – юн парнелекенсем – калама çук ырă ĕç тăваççĕ, вĕсем сахал мар çыннăн пурнăçне çăлса хăвараççĕ. Юн парас умĕн кашни çыннăн хăйĕн сывлăхне врача тĕрĕслеттермелле. Çапла туни пулăшу илекен çынна юнпа пĕрле пĕр-пĕр сикекен чир-чĕр микробĕсем лекесрен сыхланма май парать, юн параканăн сывлăхне те упрама пулăшать.

Çирĕп сывлăхлă çынран кăна юн илеççĕ. Кăшт та пулин сывлăхне хавшатнă (ÿсĕрнĕ, сунасланă, ÿт-тире пÿрлĕ суран е çăпан тухнă вăхăтра, операци тунă хыççăн) çынран юн йышăнмаççĕ.

Çĕрлехи сменăра ĕçленĕ хыççăн, ĕшеннĕ тата тăраниччен çывăрман çын юн панă хыççăн тăн çухатма пултарать.

Донорăн апата уяса çимелле, мĕншĕн тесен хăш-пĕр çимĕçри япаласем пыршăлăхран юна хăвăрт куçаççĕ. Юн парас умĕнхи кун е панă ир эрех-сăра пачах ĕçмелле мар, çу янă апат е çуллă какай çиме юрамасть. Алкоголĕн пĕчĕк виçи те чирлĕ çыннăн, уйрăмах ачасен, сывлăхне сиенлет. Ирхине сахăрпа чей, компот, кĕсел ĕçмелле, пахча çимĕç, улма-çырла çимелле. Юн панă хыççăн донора пысăк калориллĕ апат çиме сĕнеççĕ.

Тĕпчевçĕсем кăтартнă тăрăх çакă паллă: çирĕп çынран кăшт (250-450 мл) юн илни организма çĕнелме, юн ытларах пулма пулăшать.

Донорăн хăйне йĕркеллĕ тытмалла, тирпейлĕ пулмалла, гигиена йĕркисене çирĕп пăхăнмалла, сывлăха упрамалла, ĕçпе канăва тĕрĕс ылмаштарса пымалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика