19 августа 2009 г.
Сывлăха упрас енĕпе хальхи вăхăтра нумай калаçаççĕ. Ку питĕ лайăх. Манăн та хамăн шухăша палăртас килет.
Сывлăха сыхлас тесен çакăн пек мероприятисем ирттермелле. Пĕрремĕшĕ – сивĕрен сыхланмалла. Тĕпрен илсен пĕтĕм чир организма сивĕ тивнипе пулса пырать. Акă, сивĕ шăнтăмăр, сыпăсем, пĕверпе пÿре, пуç, чĕре ыратнине туятпăр. Сивĕ шĕвексем ĕçсен пыр шыçать. Унтан ÿсĕрме тытăнатпăр, сывлăш çулĕсем сиенленеççĕ. Иккĕмĕшĕ – йĕркеллĕ апатланмалла. Паха апат сывлăхшăн çав тери пысăк вырăн йышăнать. Апат рационĕ улма-çырлапа, пахча çимĕçпе пуян пулмалла. Сăмахран, В1 витамина илĕпĕр. Ку витамин организмри нерв клеткисене çирĕплетме пулăшать. Организма питĕ кирлĕ аминокислота пулăра пур. Çавăнпа та эрнере 2-3 хутчен пулă çимелле. Виççĕмĕшĕ – организмшăн вăй-хал тиевĕ пысăк пулмалла мар. Ытлашши йывăр йăтсан пилĕкри нервсем аманма пултараççĕ. Хыççăн радикулит чирĕ пуçланать. Пĕр сăмахпа, виçеллĕ йăтмалла. Тăваттăмĕшĕ – сывă-пурнăç йĕркине пăхăнмалла. Эрех ĕçсе айкашмалла мар, чĕлĕмпе те туслашма юрамасть. Пирус туртакансен ÿпке пĕтет. Чĕлĕм туртнă вăхăтра тĕтĕм ÿпкене кĕрсе тулать. Унтан вăл пĕтĕм организм тăрăх сарăлать. Çавăнпа та ĕнтĕ ытти органсенче те рак чирĕ пуçланма пултарать. Мĕншĕн-ха рак чирĕ пуçланать; Пирус тĕтĕмĕ пĕр вырăна хускатса-йĕкĕлтесе тăрать. Çавна пула клеткăсем йĕркеллĕ аталанаймаççĕ, çак вырăнта рак чирĕн клеткисем ĕрчеме тытăнаççĕ. Ку чиртен сывалма питĕ йывăр. Чире пĕрремĕш тапхăрта тупса палăртсан сывалма пулать. Мĕн-ха вăл эрех; Эрех вăл – хĕрĕх градуслă спирт. Ăна шăрпăкпа чĕртсе пăхсан, вăл çунать. Медицинăра спиртпа ÿт-тир çинчи микробсене вĕлерме усă кураççĕ. Сыпăсем ыратсан та спиртпа массаж тăваççĕ. Эрехе ăша яни вара питĕ сиенлĕ. Ÿсĕр çыннăн чĕре таппине итлесе пăхсан, вăл чарăнса ларас пек туйăнать. Эрех ĕçнĕ хыççăн тепĕр кунхине пуç ыратнипе аптăраççĕ. Сăлтавĕ – пуçри нерв клеткисем пайăн-пайăн вилни. Çавăнпа та мухмăрла пуç питĕ ыратать. Эрех ĕçсе, пирус туртса сывлăха çав тери пысăк сиен кÿретпĕр, хамăрăн пурнăçа 15-20 çул майлах кĕскететпĕр. Пируспа эрехе пулах 50-60 çул таран аран пурăнса çитетпĕр вĕт-ха.
Çÿлти Турă çынсене 100 çула çитиех пурăнма пилленĕ. Çавăнпа та пирĕн хамăрăн сывлăха упрамалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла.
Çын çут тĕнчене пĕрре çеç килет. Апла пулсан хамăр ĕмĕре лайăх пурăнса ирттерме тăрăшмалла. Пурнăçра чи кирли – çирĕп сывлăх.