19 августа 2009 г.
Аран-аран тайкаланса утаççĕ
Урампала сĕм ÿсĕр чăвашсем.
Хăйсем пурри çинчен-ши палăртаççĕ;
Аран çеç кăшкăраççĕ, мĕскĕнсем.
Эрех пурне те пĕр тĕвве пуçтарнă:
Кунта хусах та, авланни те пур.
Кашни пуçне эрех ăшне пытарнă.
Телейлĕ халь! Вĕсемшĕн мĕн хĕн-хур;
Килте мĕнле вара; Мĕскер калаççĕ;
Кĕтеççĕ-çке. Вĕсемшĕн пур пĕрех.
Анчах та, шел, пачах та ăнланмаççĕ
Пулас ăру мĕнле ăс илнине.
Чылай чухне çак амăшне çеç кирлĕ.
Йĕркеллĕ, сывă ывăл çитĕнни.
Ун ашшĕ ÿсĕр – эрехпе вăл чирлĕ.
Эрех – çут тĕнчене пăсаканни.
Çапла, хăйсем çинче тĕслĕх параççĕ
Черченкĕ, çамрăк ăрăва вĕсем.
Пулас кунсем çине те ал сулаççĕ,
Эрех патнех туртаççĕ чунĕсем.