АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ çулне – çĕнĕ кĕнекесемпе

22 августа 2009 г.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн Чăваш кĕнеке издательствинче Елена Еньккан "Родной край. Материальная и духовная культура чувашского народа 16-19в.в.: Учебное пособие для 6-7 классов" тата В.Д.Димитриевăн "Чăваш чĕлхи. 7 класс ачисем валли учебник" çĕнĕ кĕнекесем кун çути курнă.

"Чăваш чĕлхи" кĕнекене чăваш чĕлхин çĕнĕ программипе килĕшÿллĕн тÿрлетсе çырнă. Вĕренекенсен пĕлÿ активлăхне пысăк тимлĕх уйăрнă. Кĕнекен уйрăмлăхĕ шутне çакă кĕрет: унта уйрăм предложенисемсĕр пуçне тишкерÿ валли чăваш писателĕсемпе поэчĕсен тулли тексчĕсене кĕртнĕ.

"Родной край" кĕнекене вара Чăваш Республикин вĕрентÿ учрежденийĕсен тата чăваш диаспорин вĕренекенĕсем валли палăртнă. Унра чăваш этнографийĕ пирки кăтартусене ăслăлăх енчен халăха ăнланмалла çырнă. Ку кăларăм Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн краеведени тата наципе регион компоненчĕн вĕрентÿ пособийĕсен комплекчĕн уйрăлми пайĕ пулса тăрать.

Пособи Чăваш Ен тата Раççей культурин ыйтăвĕсене кăмăллакан чылай вулакана интереслентерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика