22 августа 2009 г.
«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртес ĕçре, уйрăмах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте, ветеринари службин специалисчĕсем ирттерекен комплекслă мероприятисен пĕлтерĕшĕ пысăк. Ку çапла пулмалла та ĕнтĕ. Паян наука пулăшнипе тĕрлĕ медикаментсем, препаратсем туса кăлараççĕ. Вĕсемпе усă курни выльăхсен ĕмĕрне тăсма, ытларах продукци хатĕрлеме май парать.
Августăн 19-мĕшĕнче ветеринарсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе районта Чăваш Енри патшалăх ветслужбăн ертÿçи – Чăваш Республикин тĕп ветврачĕ, патшалăх ветеринари инспекторĕ Владимир Тихонов пулнă. Вăл чи малтанах район пуçлăхĕпе Александр Криковпа курнăçнă, иккĕшĕ выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк чирĕсене хирĕç кĕрешес ĕçĕн малашнехи задачисем çинчен калаçнă.
Хыççăн республикăри тĕп ветврач район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе Александр Самылкинпа пĕрле Туканашри «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрикине çитсе курнă. Владимир Карлович çакна палăртнă: кунта кайăк-кĕшĕк ĕрчетсе продукци илессине лайăхлатса пыма кирлĕ условисем пур. Предприяти директорĕ Николай Лисаев хăнасене пур цехсемпе те паллаштарнă. Кĕçех чăх пусса тирпейлемелли цех строительстви вĕçленмелле. Дани технологийĕпе ăсталанă тăватă сийлĕ оборудовани вырнаçтарнă цеха кĕрсе курнă, кайăк-кĕшĕке вакцинацилесе упраса хăварас ыйтăва хускатнă.
Çавăн пекех А.Самылкинпа В.Тихонов биологи каяшĕсен пунктĕнче пулнă. Хĕрлĕ Чутайри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцин ĕç коллективĕпе тĕл пулсан ветеринарсем выльăхсене тĕрлĕ чиртен хÿтĕлес тĕлĕшпе аван ĕçленине палăртнă.