22 августа 2009 г.
Ытлари кун администрацин Пĕчĕк залĕнче районти хурт-хăмăр ăстисен пухăвĕ иртнĕ. Ун ĕçне район пуçлăхĕ А.Криков хутшăннă. Пухура ял хуçалăх суту-илÿ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен "Хĕрлĕ Чутай пылĕ" потребительсен кооперативне уçас ыйтăва пăхса тухнă. Александр Иванович кун пек кооператива уçсан районти хурт-хăмăр ăстисене экологиллĕ таса продукцие сутма, пыла çĕршыври пысăк хуласене вырнаçтарма май пулассине палăртнă.
Çапла, пурте пĕр саслă пулса "Хĕрлĕ Чутай пылĕ" потребительсен кооперативне уçма йышăннă, унăн директорĕ пулма С.Ильинана шаннă.
(Хам.инф.)