22 августа 2009 г.
Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Акă, ачасен хăрушсăрлăхĕ техника юсавлă пулнинчен, нормăсене тивĕçтернинчен килет-çке. Çавăн пекех вĕренекенсен çул çинчи сывлăхĕ тата пурнăçĕ автобус водителĕн аллинче. Кулленхи ĕçре йăнăшсан инкек-синкек те сиксе тухма пултарать.
Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД сотрудникĕсем августăн 20-мĕшĕнче автобуссен юсавлăхне тата водительсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Хальхи вăхăтра районĕпе пурĕ 15 шкул. Улттăшне вĕренекенсене автобуспа илсе пыраççĕ, киле леçеççĕ. Ачасене турттарма 12 автобус уйăрса панă.
Тĕрĕслеве тăхăр водительпе тăхăр автобус хутшăннă. ГИБДД сотрудникĕсем шоферсене зачет тыттарнă, вĕсен техникăпа çÿрес ăсталăхне тĕрĕсленĕ. Çакă паха – тăхăр водителĕ те зачет панă, заданисене пĕтĕмпех тĕрĕс пурнăçланă.
Тĕрĕслев кунĕ тĕлне икĕ автобуса йĕркене кĕртсе, тепĕр çĕнĕ техникăна регистрацилесе çитерейменни палăрнă.