22 августа 2009 г.
Хĕрлĕ Чутайри культурăпа кану центрĕн агитбригади тыр-пул пухса кĕртекен ял ĕçченĕсене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Пысăках мар коллектив çак кунсенче концерт программипе "Коминтерн" кооперативри, "Путь Ильича" уçă акционерла обществăри тата В.Никитин фермер хуçалăхĕнчи йĕтемсем çинче пулнă. Эльвира Федорова, Наталья Храмова, Валентина Степанова, Радий Сулейманов шăрантарнă лирикăллă юрăсене пухăннисем тулли кăмăлпа итленĕ. Роберт Галимовпа Валентина Степанова "Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть" спектакльти сценкăна кăтартнă.
Атнар çыннисем агитбригада членĕсене тав туса çапла каланă: "30 çул ĕлĕкрех районти культура çурчĕн ĕçченĕсем утă çи тата вырма вăхăтĕнче ял çыннисене лайăх концертпа савăнтарни халĕ те куç умĕнчех. Паян юрă-ташă ăстисем пирĕн ума тухни шăпах çак вăхăта аса илтерчĕ".
В.Никитин фермер хуçалăхĕнче вара ялти талантсене илĕртÿллĕ юрăсемпе çĕкленÿллĕ ташăсемшĕн тав туса пыллă чейпе хăналанă.