22 августа 2009 г.

Кив Ирчемесре çуралса ÿснĕ Галина Николаевна Хораськина мĕн ачаранах вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Çавна май И.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетĕнче вĕренсе алла диплом илнĕ. Ĕç стажĕ унăн 2000 çултанпа Хăмарккари шкулта çырăнма тытăннă. Ачасене пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнă вăл. 2005 çулта ку вĕрентÿ учрежденине реконструкцилеççĕ, пуçламăш шкул-ача сачĕ туса хураççĕ. Çав вăхăтран Г.Хораськина воспитатель тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнать. Ача-пăчана питĕ юратнипе çыхăннă ахăр ку.
Паянхи куна ача сачĕ 11 шăпăрлана йышăнать. Вĕсем кунта кăмăлпах çÿреççĕ. Акă, Хăмарккари О.Романова ача сачĕн ĕçĕпе кăмăллă. Унăн кунта йĕкĕрешсем çÿреççĕ. Кĕçĕннине те майĕпен хăнăхтарасшăн.
Чăннипе, ялта шкул çумĕнче ача сачĕ пулни халăхшăн питĕ меллĕ. Ачасем 8 сехетрен тытăнса 18 сехетчен тимлĕхре вĕт-ха. Ăшă кăмăллă воспитатель пепкесемпе тĕрлĕ вăйăсем, занятисем ирттерсе вĕсен тавра курăмне аталантарать. Пепкесене килти пекех хăтлă пултăр тесе Г.Хораськина ача садне илемлĕ сăн кĕртнĕ. Кунти стенасем çинче тĕрлĕ чĕр чунсем ÿкерĕннĕ. Вĕсене вăл пуçламăш классен учителĕсемпе пĕрле ăсталанă. Ылтăн алăллă теес килет манăн Галина Николаевнана. Ача сачĕ умĕнчи "Юмах тĕнчи" кĕтес çакна аван çирĕплетет. Кунта "Старикпа упа" юмахри сăнарсем вырăн тупнă. Вĕсене воспитатель питĕ ăста касса кăларнă. Ку ĕçре ăна мăшăрĕ, Сергей, пулăшнă.