22 августа 2009 г.
Çак уйăхра хам ĕçпе район администрацийĕн архив ĕçĕсен секторĕнче пулма тÿр килчĕ. Сектор заведующийĕ Е.Тверсковапа кунти специалист-эксперт Л.Спиридонова тăрăшулăхĕпе ăсталăхĕ чăннипех пысăккине курса ĕнентĕм. Истори тĕлĕшĕнчен кирлĕ тата интереслĕ ĕç докуменчĕсене – учрежденисемпе организацисен, предприятисен ĕç планĕсене, протоколĕсене, отчечĕсене тата пĕр-пĕр çыннăн пурнăçĕнче пухăнса пынă хутсене упракансем вĕсем. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Елена Викентьевна каланă тăрăх, район архивĕ 1918 çулта чи малтанхи документа йышăннă. Вăл халăх сучĕн докуменчĕ пулнă. Халĕ ĕлĕкхи хăш-пĕр ĕç хучĕсем Шупашкарта та упранаççĕ.
– Кăçалхи çур çулта кăна районти учрежденисемпе организацисенчен, предприятисенчен пирĕн пата яланлăха упрама – 347 уйрăм çыннăн 952 документне пырса панă, – терĕç архив ĕçченĕсем. – Социаллă право енĕпе 345 ыйту пулчĕ, 283-шне татса патăмăр.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта 137 фонд шутланнă. Е.Тверсковапа Л.Спиридонова хăйсем патне пыракансене тĕрлĕ ыйтупа консультаци, методика пулăшăвĕ параççĕ. Халĕ хут ĕмĕрĕнче пурăнатпăр. Çавна май пĕрне ĕç укçи мĕн чухлĕ илсе пурăннине, теприне – кил-йыш йышне, виççĕмĕшне мĕнле награда парса чыс тунине çирĕплетекен справка кирлĕ. Архив ĕçченĕсем пурин ыйтăвне те туллин тивĕçтереççĕ.