22 августа 2009 г.

Хĕрлĕ Чутайри «Янтарь» тулли мар общество коллективĕ пысăк мар. Хальхи вăхăтра унта пурĕ те 15 рабочи кăна вăй хурать. Анчах вĕсен ĕçĕ сумлă. Акă, тĕрлĕ сĕткен кăларакан, пахча çимĕç консервлакан, кондитер цехĕсем плансене ăнăçлă тултарса пыраççĕ.
Хатĕрленĕ продукци халăх патне каять. Ăна çынсем тулли кăмăлпа туянаççĕ. Консервланă хăяр, помидор, купăста хĕл кунĕсенче пурне те кирлĕ. Çуллахи шăрăх вăхăтра вара тĕрлĕ сĕткен туянакан нумай. Кондитер цехĕнче тăрăшакансем «Северный», «Фруктовый», «Воронежский» премĕксем туса кăлараççĕ. Çак продукцие чылай магазинта курма пулать.
– Пирĕн ĕçченсем хастар, – тет общество директорĕ Николай Андреев. – Лартнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн вĕсем вăй-хала та, пĕлĕве те шеллемеççĕ.