26 августа 2009 г.
Ĕнер, августăн 25-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Чутайри «Ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ» автономи учрежденийĕнче учительсен районти конференцийĕ иртнĕ. Унта район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Татьяна Шереметьева «Районти вĕрентÿ ĕçне аталантармалли паянхи тата малашнехи механизмсем» темăпа доклад туса панă.
Докладчик çакна палăртнă: шкулсенче иртнĕ тапхăрти ÿсĕмсемпе пĕрлех малашне кирлĕ пулакан майсемпе технологисене вĕрентмелле. Ачасене тĕпчев проекчĕсене, пултарулăх занятийĕсене, спорт мероприятийĕсене явăçтармалла. Вĕсем ăнланма, шухăшлама, çĕннине пурнăçа кĕртме, уççăнлăха, хăйсен шухăшне палăртма, пĕр-пĕрне ăнланма, кирлĕ йышăну тума пултарччăр.
Доклада сÿтсе явма хутшăннисем вĕрентÿ ĕçне пур енлĕн, тĕплĕн туса пыни, ачасене тĕрĕс воспитани пани анлă тавра курăмлă, çирĕп пĕлÿллĕ специалистсем хатĕрлеме май пани çинче чарăнса тăнă.