26 августа 2009 г.
Питĕркассинчи фельдшерпа акушер пунктне тăватă ялтан – Кÿпешрен, Хурапыртан, Питĕркассинчен, Вишенертен чирлисем çÿреççĕ. Галина Сятрайкина фельдшерица пурин сывлăхĕшĕн те нумай тăрăшать, пыракансем ун патĕнчен кирлĕ пулăшу илсе тулли кăмăл-туйăмпа тухса каяççĕ.
Анчах пункт çурчĕ кивелсе кайни нумайăшне пăшăрхантаратчĕ. Районти тĕп больница ертÿçисем çакна шута илнĕ, кăçал ăна тĕпрен йĕркене кĕртме 250 пин тенкĕ ытла уйăрнă. Хальхи вăхăтра унта хĕрÿ ĕç пырать. Çурт тăррине шифер витнĕ, ăна сăрланă. Пластик чÿречесем вырнаçтарнă. Тамбура юсаса çĕнетнĕ. Халĕ шалта капăрлăх (отделка) ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ.
Ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсемпе культура ĕçченĕсем вара фельдшерпа акушер пункчĕ тавра карта тытнă, территорие тирпей-илем кĕртнĕ, чечексем лартма клумбăсем хатĕрленĕ.