26 августа 2009 г.
Августăн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн Пĕчĕк залĕнче вырма ĕçĕсене оперативлă йĕркелесе пыракан штабăн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унта хутшăннисем каланă тăрăх çакă палăрать: ку таранччен 5520 гектар çинчи тĕш тырăсене вырнă. Ку вăл мĕн пур лаптăкăн 65 проценчĕ ытла пулать. Йĕтемсемпе кĕлетсене пурĕ 12809 тонна тырă пырса кĕнĕ. Гектар тухăçĕ 24,1 центнерпа танлашать. Вырмара «Дар-Бройлер», «Коминтерн», «Свобода» хуçалăхсем малта пыраççĕ. Вĕсенче тепĕр 4-5 кунран мĕн пур тырра пухса кĕртес ĕçе вĕçлес шанчăк пур. Ю.Ярадаев уйрăм предприниматель те ĕç çинче хастарлăх кăтартать. Вăл кăçал 105 гектар çинче тырă акса ÿстернĕ. Çакă паха – вырма ĕçне хутшăнакансене кунта 4-шар тонна тырă, 5-шер пин укçа панă ĕнтĕ.
Шел пулин те, «Асамат», «Путь Ильича», «Сура», «Телей» хуçалăхсенче ĕç çи кал-кал пулса пыраймасть. Сăлтавĕ – техника кивелсе çитнинче, ĕçе тĕрĕс йĕркелесе яманнинче, халăхпа пĕр чĕлхе тупайманнинче.
Августăн 24-мĕшĕнче район уй-хирĕсенче 23 комбайн ĕçленĕ. Сакăр хуçалăх тырă акма тытăннă. Ку енĕпе «Нива» кооператив ырă тĕслĕх кăтартать. Кунта 250 гектар кĕр тыррисем акнă. Кăçал районти хуçалăхсен пурĕ 5000 гектар ытла кĕрхи культурăсем акса хăвармалла. Ку таранччен 2583 гектар çĕр хатĕрленĕ, 615 гектар акнă.
Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, штаб начальникĕ А.Самылкин каланă тăрăх, хальхи вăхăтра кашни минутпа туллин усă курмалла. Хуçалăхра ĕçлекенсене тырă, улăм, укçа памалла. Каçсерен милици ĕçченĕсене явăçтарса рейдсем ирттермелле, мĕншĕн тесен хăш-пĕр çĕрте пурлăха упрасси кирлĕ пек пулса пымасть. Сăмахран, хăш-пĕр хуçалăхсенче им-çам тата тырă вăрланă тĕслĕхсем пулнă.
Умри тĕллев – вырма ĕçĕсене сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлесси, палăртрĕç штаб ларăвне хутшăннисем.