АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çиччĕ виç те пĕрре касс

26 августа 2009 г.

ЗАГС органĕн ĕç-хĕлĕнче ят хурассипе е улăштарассипе çыхăннă лару-тăру сахал мар. Шăпах вĕсемпе çыхăннă ыйтусене хускатасшăн паянхи калаçура районти ЗАГС пайĕн начальникĕпе Елена Сергеевна БАРЫШНИКОВАПА.

– Елена Сергеевна, ача çуралнине регистрацилесси камăн тивĕçĕ;

– Паллах, ашшĕ-амăшĕн. Енчен те ашшĕ-амăшĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула ерçеймест-тĕк, ку ĕçе тăванĕсем пурнăçлаяççĕ.

– Ача çуралнине кирек хăш вăхăтра та регистрацилеме юрать-и;

– Пепке çут тĕнчене килнине уйăхран кая юлмасăр регистрацилемелле.

– Ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкне кун çути парнелерĕ. Ăна вĕсем хуть те мĕнле ят параяççĕ-и;

– Çапла, ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачине ят парас ĕçре ирĕклĕ. Вĕсем мĕнле ята кăмăллаççĕ, çавна çыртараяççĕ. Анчах та вăл аббревиатурăран, хисепсенчен тăмалла мар. Ачана ят панă чухне ашшĕ-амăшĕн тĕплĕн шухăшламалла. Ят хитре, çав хушăрах калама йывăр пулмалла мар тата вăл ашшĕн ячĕпе килĕшсе тăтăр. Енчен те арçын ачана ят хуратăр пулсан, асра тытăр: темиçе çултан вăл ÿссе çитсе хăй те ашшĕ пулса тăрать, унăн ятĕнчен вара ашшĕн ячĕ (отчество) пулать.

– Ят хунă чухне хирĕçÿсем сиксе тухаççĕ. Амăшĕ пĕр ят хурасшăн, ашшĕ – урăххине. Мĕнле пулмалла;

– Ашшĕ-амăшĕ хушшинчи килĕшÿ тăрăх ачана ят хураççĕ, ашшĕ ячĕ (отчество) – ачан ашшĕ ячĕпе. Хирĕçÿсене опекăпа попечительство органĕ татса пама пулăшать.

– Эсир ЗАГС пайĕнче нумай çул тăрăшатăр. Çав вăхăтра тĕлĕнмелле интереслĕ ят хунисем тĕл пулнах-тăр.

– Пĕррехинче, чăн та, ачана Мухамад Юсуф ят хучĕç.

– Сирĕн ĕç опытĕнче ашшĕ-амăшĕ ачан ятне хурайманни пулнă-и;

– Пулнă, кун пек чухне пирĕн ĕçченсем ашшĕ-амăшне пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ.

– Район çыннисем мĕнлерех ятсене юратаççĕ;

– Юлашки вăхăтра ашшĕ-амăшĕ чун тĕпренчĕкĕсене ĕлĕкхи ятсене пама кăмăллани сисĕнет. Акă, хĕр пĕрчисене – Ульяна, Руслана, Мирослава, арçын ачасене Дамир, Даниил, Арсений хураççĕ.

– Ачана ят хунă, анчах та тепĕр уйăхран вăл ашшĕ-амăшне килĕшмерĕ, вĕсем урăх ят шыраççĕ...

– Ят хунă чухне çăмăлттай пулмалла мар. Ашшĕ-амăшĕн ку утăма тăвиччен пуç йĕри-тавра шутламалла. Çыннăн ячĕ унăн пурнăçĕпе çыхăннă. Çавăнпа та ят пĕлтерĕшне тĕпе хумалла. Ачан ятне, Çемье кодексĕпе килĕшÿллĕн, опекăпа попечительство органĕн йышăнăвне пăхăнса çеç улăштарма ирĕк пур.

– Енчен те ачана хăйĕн ячĕ килĕшмест-тĕк;

– Ашшĕпе амăшĕ хирĕçлемеççĕ пулсан 14 çула çитнĕ ачан хăйĕн ятне улăштарма ирĕк пур. 18 çул тултарсан вара – никамран ыйтмасăрах.

– Çыннăн миçе хутчен ят улăштарма юрать;

– Хуть те темиçе те. Çакна валли ЗАГС пайне паспортпа килмелле, заявленинче ят улăштарассипе çыхăннă сăлтава кăтартмалла. Пĕр çыннăннех темиçе хутчен те ят улăштарнипе çыхăннă тĕслĕх ĕç опытĕнче çырăнса юлчĕ.

– Елена Сергеевна, калаçушăн тавтапуç. Вулакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр;

– Пепкене ят хурасси питех те яваплă утăм пулнине ăша хывтарас килет. Ача ячĕпе выляма юрамасть. Ăна улăштарсан мĕн чухлĕ документ ылмаштарма тивет вĕт-ха. Кирлех-ши çапла тăккаланма. "Çиччĕ виç те пĕрре кас", – тет ваттисен сăмахĕ, ăна пăхăнасчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика