АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ешерччĕр чечексем

26 августа 2009 г.

"Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ", – тет ваттисен сăмахĕ. Районта кăçал ирттерме йышăннă Чечексен çулталăкне пĕтĕмлетме те вăхăт пулĕ. Çак çулталăка халалласа предприятисемпе организацисем чечексем акрĕç, лартрĕç. Сăмахран, культурăпа кану центрĕ умĕнчи хĕрлĕ, сарă чечексем илемĕпе илĕртеççĕ, каян-килен вĕсене пăхса ытараймасть. Çĕнтерÿ лапамĕнче клумбăна çăлтăр евĕр тунă. Хĕрлĕ Чутай салин Кивĕ центрĕнче те ял тăрăхĕн администрацийĕ умĕнче хăйне май илемлĕ. Чечексен çулталăкĕнче Çĕнĕ центрта чечексем татах та ытларах ешерсе ларнă пулсан аванччĕ вара. Çынсем района килсен кунта чăннипе те Чечексен çулталăкĕ пулнине куçпа курса ĕненме пултарччăр.

Районти вĕрентÿ заведенийĕсене çитсе курсан вара чун хĕпĕртет. Акă, ăçта иккен илемлĕх тĕнчи! Шкулсенче кăвак, хĕрлĕ, кĕрен... тĕслĕ чечексем çурăлса лараççĕ. Хăмарккари пуçламăш шкул-ача садне илĕпĕр. Шкул умĕнче йĕри-тавра чечек ешерет. Мăн Этмен шкулĕнче те пулма пÿрнĕччĕ. Кунта та илемлĕ. "Пилеш", "Хĕвел" ача сачĕсене кĕрсен вара тĕлĕнсе каятăн. Вĕсенче ландшафт дизайне пăхăнни куç кĕрет. Ача-пăча пĕчĕклех çак илеме курса çитĕнет.

Ешерччĕр чечексем, кăçал та, тепĕр çул та... "Чечек юратакан çын усал пулма пултараймасть", – тет венгрсен каларăшĕ. Чечек вăл – илемлĕх тĕнчи.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика